«Росинка» тата «Белые камни» спорт учрежденийĕсен проекчĕсене сӳтсе явас ӗҫе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшӑннă

Глава Чувашии принял участие в обсуждении проектов «Росинка. 2.0. Перезагрузка» и «Белые камни. Новая жизнь»Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ĕҫлĕ канашлу иртнĕ. Унта регионти икĕ ФОК паянхи пурнăҫпа килĕшсе ҫĕнĕлле пысăк калăпăшпа ирттермелли реконструкци ĕҫĕсем пирки сӳтсе явнă, «Росинка. 2.0. Перезагрузка» тата «Белые камни. Новая жизнь» сывлăха ҫирĕплетмелли центрсен ĕҫĕ-хĕлĕ пирки сăмахланă. Паллă пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă.

Кун евĕр ҫĕнĕ форматпа проектсене тишкересси пуҫласа иртет тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ. Тĕрлĕ сферăсенче тăрăшакан специалистсем, паллă экспертсем сахал мар хутшăннă.  Халăх сĕнĕвне шута илсе ĕҫлени ҫĕнĕлле лару-тăрăва уҫăмлатма хистет.   Финанс тĕлĕшĕнчен укҫа-тенкĕне те перекетлеме май парать тенĕ вăл. Калăпăр, Чăваш Ен Спорт министерствин ҫумĕнчи «Белые камни» тата «Росинка»  учрежденисем сывлăха ҫирĕплетнисĕр пуҫне, кану вырăнĕ те пулмалла.  Вĕрентӳ пайĕ тума та, спортсменсене реабилетаци ирттерме те, туризма аталантарма та питĕ меллĕ пулассине шанатпăр.  

«Енчен те проект хатĕрленĕ тапхăрта вăл  ҫĕнĕ пайсене кĕртсе хăварсан, строительство ĕҫĕсене ҫийĕнчех пурнăҫа кĕртсе пыма та аван.  Кирек-епле ҫулсенчи ҫынсене валли те хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла.  Енчен те тĕрлĕ майсем пулсан, халăх  та ытларах ҫӳреме пултарасси никама та иккĕлентермест. Вĕсем анлăрах сарăлĕҫ, канма килес текенсем, хăйсен сывлăхĕсене ҫирĕплетме кăмăл тăвакансем те ытларах та ытларах пулĕҫ», - тесе каланă Олег Николаев.

Видео ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ мероприятинче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков сăмах илнĕ. Вăл хăйĕн докладĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă икĕ спорт учрежденийĕ реконструкци витĕр тухнă хыҫҫăн тĕнче шайĕнчи стандартсене тивĕҫмеллине, условисем питĕ чаплă пулмаллине палăртнă.  «Росинка» тата «Белые камни» спорт центрĕсем ҫĕршывĕпех паллă пулсан, вĕсене канма килес текенсен йышĕ ӳсесси пĕрре те никама та иккĕлентермĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

РФ ВЭБ Агентсен блокĕн вице-президенчĕ Михаил Алашкевич хăйĕн сăмахĕнче проектсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне ведомствăсен хушшинчи ҫирĕп ҫыхăнусене тĕпе хурса пымаллине, инвесторсене ытларах та ытларах явăҫтармаллине асăннă.

Проект ĕҫĕ-ĕлĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов тата Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров паллаштарнă.  

Чăваш Ен Спорт ертӳҫи палăртнă тăрăх, проект ĕҫĕнче аgile витĕмлĕхĕ палăрасса каланă.  

«Шансах тăратăп, ҫакĕ икĕ проект Чăваш Республикин тĕп визиткисем пулассине.  Кунта канма килес текенсен йышĕ ӳсесси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр», - тенĕ Василий Петров хăйĕн сăмахĕнче. Эпир пуласлăхра спорт тытăмне ҫĕнĕ шая кăларма тĕллев лартнă.  Проектсене  ҫĕнĕ варкăш кĕртсен ытти регионсенчен канма килес текенсем те пулĕҫ. Спортсменсене тĕнче шайĕнчи ăмăртусене валли хатĕрлеме тата та чаплăрах условисем йĕркеленĕҫ тесе каланă ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж



30 ноября 2020
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter