Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси ыйтăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытать

Подготовка к отопительному сезону на личном контроле Главы ЧувашииЧӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче те яланхи пекех канашлăва видео ҫыхăу мелĕпе йĕркеленĕ. Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен ирттерекен канашлура ЖКХ объекчĕсене хĕле мĕнле хатĕрлессине  ыйтăва хускатнă.

Канашлу ĕҫне пухăннисем регионти объектсене 2020-2021-мĕш ҫулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнин ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ.  Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев хăйĕн докладĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене кăҫал авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа  хутса ăшăтма тытăннине хыпарланă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсене вара авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне ăшăпа тивĕҫтерме пуҫланине пĕлтернĕ вăл.  Паянхи куна иле пулсан, регионта нимĕнле чăрмав та ҫук, кашни объекта тивĕҫлĕ шайра ăшă ҫитет тенĕ ведомство ертӳҫи.  

«Республикăра пурĕ хутса ăшăтмалли котельнăй – 975 шутланать.  Вĕсем пĕтĕмпех халăх пурăнакан вырăнсене, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене газ илсе ҫитереҫҫĕ.  Вăтамран илес пулсан, регионти котельнăйсем 19 ҫула яхăн тытăнса тăраҫҫĕ.  Пур ҫавăн пек объектсем те унта 29 ҫул та иртсе кайнă.  Пурĕ котельнăйсем 892 ҫухрăм тăсăлса выртакан  ăшăпа тивĕҫтерекен сете тытса тăма витĕм кӳреҫҫĕ. Палăртмалла вĕсенчен 473 ҫухрăм выртаканĕ пăрахăҫа тухнă тесен те йăнăш мар, шел те, кивелсе çитнĕ. Топливо резервĕ çителĕклĕ», – тенĕ министр Александр Героев.  2020 ҫулта пурĕ 23 котельнăйне пăрахҫа тухнă тесе ҫирĕплетнĕ, вĕсене ҫĕннипе те ылмаштарма ĕлкĕрнĕ.   

Сетьсене ылмаштарас ĕҫе тапхăр тапхăррăн пурнăҫа кĕртсе пымалла, проектсене хатĕрлеме укҫа-тенкĕ пăхса хăвармалла.  Хăш-пĕр объектсем валли юсав тума кирлĕ пек хатĕрсене илсе хумалла тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

«Эсир палăртнă объектсене ҫивĕч тĕрĕслеве илмелле.  Ҫуркунне валли плана халех тума пуҫламалла, мĕн чухлĕ тăкакланмаллине те палăртса хумалла.  Чи йывăр лару-тăру кăларса тăратма пултараканнисене вăхăта вăраха тăсмасăрах ĕҫе кӳлĕнмелле», тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Ҫитес хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленӳ ĕҫĕсене пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла тесе асăрхаттарса каланă сăмаха ҫавăрса регион Ертӳҫи.

Паян канашлура халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирки те чарăнса тăнă. Шывсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтăва сӳтсе явнă. Чăваш Енри ГК ЧС Патшалăх комитечĕн ертӳҫи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне пурĕ республикăра шывра путса вилекенсен шучĕ 29 ҫын пулнине хыпарланă, пĕлтĕр ҫак тапхăрта – 27 пулнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Паянхи пурнăҫ таппинче  шыв хĕррине ытларах пулăҫăсем ҫӳреме юратнине асăрхама пулать тенĕ ведомство ертӳҫи.  Пăр сийĕ хулăн мар, пур-пĕрех аслă ҫултисем ҫамрăккисемпе тан инкек-синкекрен хăрамасăрах пысăк юхан шывсене пулă тытма ҫӳреҫҫĕ тесе сăмаха ҫирĕплетсе каланă Вениамин Петров.  Сăма май Вениамин Иванович асăрхануллă пулмашкăн чĕнсе каланă пурне те.

«Пурте лайăх пĕлетпĕр, пулăҫăсем ытларах хăш вырăнсене кăмăл тунине. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче шывсем хĕррине камсем ытларах ҫӳренине те вырăнти ертӳлĕх, халăх лайăх пĕлсе тăрать.  Пирĕнтен кашни ҫак ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрсан, тен инкексен шучĕ пĕчĕкленĕ.  Тепре чухне протокол ҫырса явап тыттарнисĕр пуҫне  сăмахпа лайăх ăнлантарса пани витĕмлĕрех те тен пулĕ», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Паян планеркăра ытти ыйтусем пирки те канашланă. М.Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, пĕтĕмлетӳсем тунă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки сăмахланă.



30 ноября 2020
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter