Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен ыйтăвĕсене хуравланă

Олег Николаев провел онлайн прием граждан Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитрĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак пулăм тĕлне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен ыйтăвĕсене хуравланă. Ыйтусене Олег Николаевăн «Контактра» социаллă сетьри страницинче темиçе кун йышăннă. Халăх хăйсене пăшăрхантаракан самантсем çинчен пĕлтернĕ. Ыйтусенчен хăшне-пĕрне республика Ертӳҫи паян онлайн режимра хуравланă.

Палăртса хăваратпăр, паянхи кунччен темиҫе кун хушши граждансенчен харпăр хăй ыйтăвĕсене пухнă.  Социаллă сетьре халăх чылай ыйту тăратни куҫкĕретех.  

«Конституци регион аталанăвĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрать. Конституци нормисене пурнăҫлани Чăваш Ен малалла талпăнассине никĕслет, республика ырлăхĕ, наукăпа технологи, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ унран килеҫҫĕ. Шăпах ҫавăнпа ҫак документа хывнă хаклăхсене упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче уҫă калаҫăва пуҫланă май Олег Николаев.  

Паян республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче ҫакăн йышши мероприятисем иртеҫҫĕ. Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕн ертӳлĕхĕсем халăха кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав параҫҫĕ.  «Кашни ҫынна итлеме пĕлмелле, вĕсене хумхантаракан ыйтусене вăхăта вăраха тăсса ямасăрах хурав памалла.  Бюджет укҫи-тенкипе тухҫлă усă курмалла, палăртнă йывăрлăх кăларса тăракан ыйтусене халăх сĕнĕвĕсене шута илсе татса пама тăрăшмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Вăрмар районĕнчи Татьяна Мироновăн хĕрĕ ачаран инвалид. Тепĕр икĕ çултан хĕрарăм тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет. Хĕрарăма пенсионерсене инвалида пăхнăшăн паракан пособие тӳлеме пăрахасси пăшăрхантарать. «Шел те, хальхи вăхăтра саккунра çакăн пек çирĕплетнĕ. Манăн шухăшпа, çакă тĕрĕс марлăх. РФ Патшалăх Думине саккуна улшăнусем кĕртме сĕнӳпе тухăп. Çапах та ку ыйту федераци шайĕнче татса памаллискер», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Ачан куҫĕ курмасть имĕш. Ăна инвалид тесе ҫирĕплетнĕ. Кун пек ыйту сире кăна мар, ыттисене те канăҫ памасть тесе хыпарланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Сăмах май, кашни муниципалитетра реабилитаци медицина центрĕсем тума плана кĕртнине те ырă хыпара пĕлтернĕ вăл.  

Муркаш районĕнчен Галина Червякова пусă пирки сăмах хускатнă,  ăна  халăхăн пуҫаруллă проектне тĕпе хурса 2020 ҫулта хута янине пĕлтернĕ хĕрарăм.  "Объекта, Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалласа пулăшу панă укҫапа тирпейленĕ.  Ҫăл чавнă, 11 кăшăл янă, анчах та паянхи куна та шыв ҫук", - пĕлтернĕ вăл.

Лару-тăрăва уҫăмлатма чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Объекта тунă тапхăрта укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине, строительство ĕҫне кирлĕ таран укҫа тăкакланипе тăкакламаннине те ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине регион Ертӳҫи.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалласа республикăра пурĕ ҫĕнĕ 1861 проект пурнăҫа кĕрет.  Вĕсене пĕтĕмпех халăх пуҫарăвĕсене тĕпе хурса пурнăҫланаҫҫĕ. Ҫынсем хăйсем те ҫак проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  

Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Енре хăш-пĕр районсенче ĕҫе туллин пурнăҫа кĕртсе пĕтернĕ. Вĕсем: Тăвай районĕ, Улатăр хули, 95 процентран ытларах Канашсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Красноармейскийсем, Муркашсем, Елчĕксем пурнăҫланă.  Апла пулсан, ҫак муниципалитет пĕрлешĕвĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре.  

Фоторепортаж



30 ноября 2020
17:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter