Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫулҫӳревре Каҫал ен районĕн тăрăхĕнче пулнă

Олег Николаев объявил о выделении дополнительных средств на поддержку переработки сельхозпродукцииЧӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫулҫӳревре Каҫал ен районĕн тăрăхĕнче пулнă. Унта ертӳҫĕсем ҫĕр улмине тирпейлекен предприятийĕн специалисчĕсемпе курнăҫнă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – регионта паха сортлă ҫĕр улмине хуҫалăхсене илсе ҫитересси, ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхне тĕпе хурасси, вăрлăхсене хатĕрлессипе ҫине тăрса ĕҫлесси.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев муниципалитета ҫитсен, «Слава картофелю» агрофирма ĕҫĕпе паллашнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ.  Хуҫалăхра специалистсем ҫĕр улми вăрлăхне ятарлă условисенче хатĕрлеҫҫĕ, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан условисене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Лаборатори уйрăмĕнче вăрлăх хатĕрленĕ май, кунта вăй хуракансем пĕр тĕмĕрен чылай ҫĕр улми тирпейлесе илеҫҫĕ, ӳсен-тăран чир-чĕрĕсем сарăлассинчен кулленех сыхă тăраҫҫĕ, вăхăтра имҫамлаҫҫĕ.  

«Лаборатори уйрăмĕнче ҫĕнĕлĕхсене курса ĕнентĕмĕр. Условисем чаплă. Кунти специалистсем ҫĕнĕ технологисем ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.  Ял хуҫалăх тытăмĕ вăй илсе пынине курса ĕнентĕмĕр. Хуҫалăхсем малалла ăнтăлни сисĕнет. Тĕпчев ĕҫĕсене те вăхăтра йĕркелесе пыраҫҫĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Республика Правительстви хуҫалăхсене аталантарассипе пулăшусен хушма мерисене йышăнма плана кĕртнине асăннă регион Пуҫлăхĕ. Уйрăмах ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансене патшалăх енчен тĕрев пуласси паллă.

«Пирĕн паха тавара ҫитĕнтермелле. Вăрлăхсене ĕҫе кĕртсе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем туса илмелле.  Паянхи пурнăҫ ыйтакан условисене туллин йĕркелемелле.  Ҫĕнĕ  технологисемпе ĕҫлекенсене патшалăх енчен пулăшу пама республика хыснин проектĕнче 120 млн тенкĕ пăхса хăварнă», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Олег Николаев.   

Профильлĕ министерствăсемпе ыйтăва тарăн сӳтсе яваҫҫĕ. Пулăшу мерисен йĕркине те тишкереҫҫĕ.    Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансене пысăк тимлĕх уйăрасси никама та иккĕлентермĕ.

Тăкаксене пĕчĕклетес тесен, кооперативсен пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕҫлени аван. Кун пек чухне тухăҫлăх пысăк пулĕ. Калăпăр, ҫĕр улмине ҫума пысăк технологи кашни хуҫалăхра пулмасан та. Пĕринче пулсан, ыттисен тен вăл уйрăмра хăйсен таварĕсене тирпейлеме те пулать, килĕшсе татăлсан. Пысăк хуҫалăхсем пулсан, кооперативсем пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлесен, вĕсене патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫĕ. Федераци программине кĕрсе юлсан, 70 процента ҫити тăкака патшалăх саплаштарма та пултарĕ тесе палăртнă Ертӳҫĕ.   

Кадрсемпе ытларах ĕҫлемелле, ял ипотекипе усă курмалла. Республика Правительстви ҫынсем ялсенчех пурăнччăр, килĕштернĕ ĕҫĕсене ҫӳреччĕр тесе хăтлă условисем туса пама тăрăшать, патшалăх пулăшăвне те вăхăтра тивĕҫтерет.

Фоторепортаж



05 ноября 2020
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter