Халăхсем тĕрлĕ, анчах пĕр тĕллевлĕ

Пирĕн çĕршывра 200 яхăн наци çынни пурăнать. Кашнийĕн хăйĕн чĕлхи, культури, шăпи, тĕнче куравĕ, йăли-йĕрки… Пĕрисем йышпа питĕ пысăк, теприсем шутлă çеç юлнă. Сăмахран, Амур юханшывĕ çывăхĕнче пурăнакан нигидальсем пурĕ те 600-ĕн çеç.

Раççейре нихăш халăх та ют мар. Пĕрле вĕсем — чăн-чăн ахах-мерчен.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — пирĕн çĕршыври чи çамрăк уявсенчен пĕри, ăна 2005 çултанпа паллă тума пуçланă.

Шăпах çак куна халалласа тата Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса паян Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче «Кураймалăхпа ксенофобие сивлетпĕр» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Унта общество институчĕсен, тĕн организацийĕсен, наци диаспорисемпе общинисен представителĕсем хутшăнчĕç. Сăмах илекенсем çак шухăшсене палăртрĕç: халăхсен, тĕнсен хушшинчи хирĕçÿллĕ çивĕч лару-тăру сиксе тухасран сыхланмалла, çамрăксен хушшинчи радикаллă идеологие сарма памалла мар, Чăваш Енри, çавăн пекех Раççейри халăхсен килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнмалла.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
05 ноября 2020
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter