Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Олег Николаев поручил заложить в республиканский бюджет средства на выплаты медицинским работникам, борющимся с COVID-19Паян, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев Чăваш Енре  коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Республикăри  лару-тăрупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавăн министрĕ Владимир Степанов паллаштарнă. Паянхи ир тĕлне, чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче  COVID-19 чирĕпе аптракан пурĕ 10 198 ҫын пулнине шута илнĕ. Кăтарту  Чăваш Енре кунне вăтамран 0,6 процент чухлĕ ӳсет, ҫав хушăрах Раҫҫейре 1,1 процент. Апла пулсан пирĕн тăрăхра лару-тăру япăхах мар-ха.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионта пурăнакансене профилактика мерисене пăхăнма, хăрушсăрлăх тени малти вырăна тухмаллине асăрхаттарнă.  Пĕр-пĕрин хушшинче ҫынсен дистанцине пăсма юрамасть, пĕр сăмахпа каласан, пурин те хăйсен сывлăхĕшĕн сыхă пулмалла.  

«Пĕр енчен калас пулсан, пирĕн регионта ҫав тери кăткăсах мар лару-тăру. Чирлисене специалистсем вăхăтра кирлĕ пек пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем яваплăха туйса ĕҫлени куҫкĕретех.  Лару-тăрăва малашне япăхтарса яма никамăн та ирĕк ҫук», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.   Сăмах май, район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсен обществăлла вырăнсене дезинфекци тăвас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.  Мобильлĕ ушкăнсен тăтăшах халăхсем патне тухмалла, йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, вĕсем пирки хыпарсене ятарлă специалистсем патне илсе ҫитермелле.  

Паян ларура республика бюджетĕнчен COVID-19 чирĕпе аптракан ҫынсемпе  вăй хуракан медицина ĕҫченĕсене  хушма укҫа парса пулăшмаллине палăртнă, ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.   

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа 2021 ҫулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, медицинăра тăрăшакансене социаллă пулăшу пама ĕҫ хутне йышăннине хыпарланă.  Кăшăл вирус амакĕпе ĕҫлекенсене, ҫынсене вăхăтра медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтернĕшĕн, патшалăх енчен малашне те тĕрев пулать.   Укҫана Социаллă страховани фончĕ урă куҫарса параҫҫĕ, пулăшу пайĕ федераци хыснинчен тăкакланать.  

«Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе тӳлеве илме тивĕҫнисене малашне те укҫан тĕрев памалла.  Енчен те ĕҫсене тивĕҫлĕ шайра туса пымасан, вĕсен шучĕ чакма пултарать», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регионăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республика хыснинче те медицина ĕҫченĕсем валли хушма укҫа-тенкĕ уйăрса хăварма каланă.  Кăшăл вирус амакĕпе кĕрешекенсене туллин патшалăх пулăшăвне тивĕҫтермелле.    «Кирлĕ пулсан, тата та хушма мерăсем пулĕҫ. Медицина ĕҫченĕсем патне пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕсем шăпах та, ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăвараканнисем», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.



06 ноября 2020
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter