5 ФАП хута кайнă

Кăçал пирĕн республикăра 5 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Çĕнĕрен уçнă ФАПсем Канаш районĕнчи Аслă Асхва Пикшик, Кармами Выçăлкки тата Вăрман Енĕш ялĕсенче, Пăрачкав районĕнчи Ивановкăра, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Арланкассинче ĕçлеççĕ.

Вĕсене Республикăн адреслă инвестици программипе тата «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн туса лартнă. Кун валли 32,6 миллион ытларах тенкĕ тухса кайнă.

Çĕнĕ ФАПсем ялсенчи 3 пине яхăн çынна тухтăр пулăшăвĕ кÿреççĕ. Модульлĕ çав çуртсене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ, çав шутра пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Вăл е ку чире сиплес ыйтăва фельдшерсем пысăк шайри специалистсемпе телемедицина мелĕпе çыхăнса уçăмлатĕç.

Çулталăк вĕçлениччен Патăрьел, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче пĕрер ФАП çĕклемелле.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
06 ноября 2020
13:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter