Эмел туянма укçа килнĕ

Коронавируспа чирлисем валли эмел туянма федераци бюджетĕнчен укçа куçарса панă.

Больницăра выртакансене эмелпе унччен те тÿлевсĕр тивĕçтернĕ-ха. Çав вăхăтрах килте сипленекенсене коронавируса сиплекен, Раççей Сывлăх сыхлав министерстви çирĕплетнĕ препаратсем лекмен.

Республикăн Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, халĕ пирĕн республикăна федерацин бюджетĕнчен 45,8 миллион тенкĕпе усă курнă. Чăваш Ен Ертÿçи Олег Николаев эмел туянмалли аукциона вăраха ямасăр ирттерме сĕннĕ, лару-тăрăва вăл хăй тĕрĕслесе тăрĕ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
06 ноября 2020
13:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter