Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – халăха чир-чĕр вăхăтĕнче кирлĕ пек эмелсемпе тивĕҫтересси

Паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – халăха чир-чĕр вăхăтĕнче кирлĕ пек эмелсемпе тивĕҫтересси. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче эмелсем пирки час-часах социаллă сетьсенче ҫынсем ун патне ыйтса ҫырнине палăртнă. Граждансем социаллă сетьсенче коронавируспа çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва çĕкленĕ май тунтикунсерен ирттерекен канашлура Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев чи малтан вĕсене уçăмлатма ыйтнă.  

Олег Николаев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине регионти аптекăсен ĕҫне тĕрĕслеве илме сĕннĕ.  Тĕрĕслевпе асăрхав службин ĕҫченĕсене те ҫак ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрмаллине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тĕрлĕ эмельсен дефицичĕ пирки халăх анлăн сӳтсе явни куҫкĕретех.

«Хаксем пирки ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть.  Уйрăмах, чир-чĕр алхаснă вăхăтра хаксем пысăкланни ҫынсене чăрмав кӳрет, пăшăрхантарма пултарать.  Сентресем ҫинче аптекăсенче эмел ҫителĕклĕ пулмалла.  Ыйтăва кĕске вăхăт хушшинче татса памалла.  Кирлĕ пулсан ятарлă служба ĕҫченĕсене те явăҫтарма пултаратпăр. Йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртан явап тыттарасси те часах.  Халăха эмелсемпе тивĕҫтерес ыйтăва Раҫҫей Федерацийĕн шайĕнче тишкереҫҫĕ. Пирĕн тĕллев – ҫынсене вăхăтра тата кирлĕ пек виҫепе эмелсемпе тивĕҫтерме условисем йĕркелесе тăратасси. Вăхăта вăраха тăсса ĕҫлеме никамăн та ирĕк ҫук», - тесе каланă Олег Николаев.  

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикине  COVID-19 чирпе аптракансене валли сывалма федераци хыснинчен тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕҫтерме пулăшу куҫнă.   Эмелсем пирĕн тăрăха икĕ эрнеренех килсе те ҫитĕҫ.    



09 ноября 2020
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter