Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасене ишме вĕрентес, эмелсемпе тивĕҫтерес ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Олег Николаев поручил разобраться с обеспечением лекарствами и обучением младшеклассников плаваниюПаян Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев эмелсем пирки ыйтăва  ҫивĕч сӳтсе явнă. Социаллă сетьсенче халăх тăтăшах эмелсем ҫителĕклĕ мар тесе хыпарланине вуласа пĕлме пулать. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – халăха чир-чĕр вăхăтĕнче кирлĕ пек эмелсемпе тивĕҫтересси. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче эмелсем пирки час-часах социаллă сетьсенче ҫынсем ун патне ыйтса ҫырнине палăртнă. Граждансем социаллă сетьсенче коронавируспа çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва çĕкленĕ май тунтикунсерен ирттерекен канашлура Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев чи малтан вĕсене уçăмлатма ыйтнă.  

Олег Николаев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине регионти аптекăсен ĕҫне тĕрĕслеве илме сĕннĕ.  Тĕрĕслевпе асăрхав службин ĕҫченĕсене те ҫак ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрмаллине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тĕрлĕ эмелсен дефицичĕ пирки халăх анлăн сӳтсе явни куҫкĕретех.

«Хаксем пирки ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть.  Уйрăмах, чир-чĕр алхаснă вăхăтра хаксем пысăкланни ҫынсене чăрмав кӳрет, пăшăрхантарма пултарать.  Сентресем ҫинче аптекăсенче эмель ҫителĕклĕ пулмалла.  Ыйтăва кĕске вăхăт хушшинче татса памалла.  Кирлĕ пулсан ятарлă служба ĕҫченĕсене те явăҫтарма пултаратпăр. Йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртан явап тыттарасси те часах.  Халăха эмелсемпе тивĕҫтерес ыйтăва Раҫҫей Федерацийĕн шайĕнче тишкереҫҫĕ. Пирĕн тĕллев – ҫынсене вăхăтра тата кирлĕ пек виҫепе эмелсемпе тивĕҫтерме условисем йĕркелесе тăратасси. Вăхăта вăраха тăсса ĕҫлеме никамăн та ирĕк ҫук», - тесе каланă Олег Николаев.  

  Кунсăр пуҫне паян канашлура фермер хуҫалăхĕсене грант парса тивĕҫтересси пирки ыйтăва та тишкернĕ.

«Аграри тытăмĕнче вăй хуракансене кашни тапхăртах патшалăх енчен вăхăтра кирлĕ пек пулăшу куҫса пырать.  8 ҫул хушшинче пĕтĕмпе 458 фермер патшалăх тĕревĕпе усă курнă, кăтарту сахал мар - 1 млрд. 287 млн укҫа илнĕ.  Кун пирки хыпара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ.

Ведомство ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче ял ĕҫченĕсене патшалăх енчен сахал мар пулăшу уйăрнине пĕлтернĕ сăмаха малалла тăснă май.  Халăх валли  хушма ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрленеҫҫĕ тенĕ вăл.  Паянхи куна илес пулсан, ялта пурăнакансенчен кашни виҫҫĕмĕшĕ фермер хуҫалăхĕнче тăрăшать.  Регионăн тĕп приоритечĕсенчен пĕри  - ял хуҫалăхне аталанса вăй илме условисем хатĕрлесе тăратасси.  Чăваш ЕНре 99 кооператив йĕркеленнĕ, вĕсенчен тăватă ҫул хушшинче 14-шĕ патшалăх енчен гранта 369 млн тивĕҫнĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ял хуҫалăх тытăмне патшалăх чылай тĕрев панине каланă, халăха тĕрлĕ пулăшусем пирки хыпарсене вăхăтра тата туллин пĕлтерсе тăма хушнă. «Паллă, мĕнпур ҫынна эпир ӳкĕте кĕртме пултараймастпăр. Енчен те 100 ҫынран пĕри аграри енĕпе проекта пурнăҫа кĕртме шут тытрĕ пулсан, вăл пирĕншĕн пысăк ҫитĕнӳ.  Енчен те ҫак ĕҫе халăха хастар явăҫтарайратпăр пулсан, ял хуҫалăх пайĕ тата та вăйлăрах аталанса пырасси никама та иккĕлентермĕ», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăсса.   

Ачасене шывра ишме вĕрентессипе йышăннă ятарлă программа пирки те ыйтăва канашлура  тарăн сӳтсе явнă. Пĕлтĕр кун пирки указа алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.   Ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, 2-4 - мĕш класра вĕренекен шăпăрлансен тӳлевсĕрех шывра ишме вĕренме ҫӳреме юрать.  Вĕренӳ урокĕсене ФОКсенче йĕркелеме план тунă.

«Ҫак ĕҫе пурĕ 60 бассейнра пурнăҫа кĕртĕҫ.  Ҫулсерен 14 пин шкул ачине явăҫтармалла, вĕсене технологисене пăхăнса шывра ишме вĕрентмелле.  Район тата хула администрацийĕсен вĕренӳ пайĕнче тăрăшакансен ыйтăва уҫăмлатмалла, ачасене валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла», - тесе каланă хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров.    

Паянхи куна илес пулсан, ҫак ҫӳлерех палăртнă ыйтупа ĕҫлеме нихăш муниципалитетра та пуҫламан.  Спорт сооруженийĕсем хатĕр пулманни те чăрмав кăларса тăратнă имĕш.  Кашни районпа хулинче спорт учрежденийĕсенче медицина пӳлĕмĕсене хатĕрленĕ.  Хальхи вăхăтра ыйтăва Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Спорт Министерстви, Роспотребнадзор тарăн тишкереҫҫĕ,  муниципалитетсемпе пĕрле кашни ыйтăва уҫăмлатма тăрăшаҫҫĕ.  

Тепĕр пысăк ыйтусенчен тепри – спорт сооруженийĕсенче ачасене ишме вĕрентекен тренерсем ҫителĕксĕр пулни, ку та сахал мар чăрмав кăларса тăратнă.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле 59 инструктора вĕрентсе хатĕрлĕҫ.   

«Ыйтусене тарăн пăхса тухмалла, комплекслă татса памалла.  Указа ҫитес вăхăтрах пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те ырми-канми тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Регионта кадрсене хатĕрлесси ыйту актуаллă шутланать.  Управлени ертӳҫисен пĕлӳ шайне ӳстересси те кун йĕркинчех тăрать,  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кун пирки ыйтăва тепĕр хут палăртса каланă.   Профессионалсен пĕлӳ пахалăхĕн шайĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре ялан пулмалла.  Уйрăмах ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен ведомствăсенчи ĕҫтешсемшĕн паха тĕслĕхре тăмалла тесе каланă ертӳҫĕ, конкуренци малти вырăна тухмалла тенĕ.

«Йĕркене пăхăнса ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларăпăр пуласлăхри специалистсене.  Кашни тытăмра профессионалсем ĕҫлемелле.   Вĕсен ĕҫне кура, ĕҫĕн тухăҫлăхĕ ӳсмелле, ҫитĕнӳсем пулмалла», - тенĕ Олег Николаев.  

Фоторепортаж



09 ноября 2020
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter