Олег Николаев Шупашкарти Хӗрлӗ площадьре йывăҫ-тĕм лартса хăварас ĕҫе хутшăннă

Олег Николаев принял участие в озеленении Красной площади ЧебоксарПаян, чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Хĕрлĕ площадьре тавралăха йывăҫ-тĕм лартса хăварассипе ҫыхăннă пулăма хутшăннă.  Ку хутĕнче регион Ертӳҫи юман йывăҫне лартнă.   

Йышăннă проектпа килĕшӳллĕн, Хӗрлӗ площадьре 300 тĕрлĕ йывăҫ лартса хăварма килĕшнĕ.  Центăра тирпейлесе ҫĕнетессипе пăхса хăварнă ĕҫ хутне Шупашкар хула администраци йышăннă. Проекта «МаршЛАБ» Мускаври архитекторсен шкулĕн лаборатори хатĕрленĕ.    Палăртмалла, проектра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан наци-йăли йĕркипе ҫыхăннă ĕҫсем те пур.  

Паян Хĕрлĕ тӳремре ҫăка тата юман лартнă.

«Проектпа килĕшӳллĕн, ытларах чăваш халăхĕ хисеплекен йывăҫсем.  Юман – шăпах та, Чăваш Енĕн символĕ. Унăн ӳкерчĕкĕ герб ҫинче те сăнарланнă.  Раҫҫейри чи анлă сарăлнă та паллă юман, чăваш ҫĕрĕ ҫинче, Чăваш Енре ӳсет.  Юманпа сахал мар чăвашсен йăли-йĕрки ҫыхăннă. Пĕр сăмахпа каласан, вăл пуриншĕн те сăваплă йывăҫ.  Шанатпăр, паян лартса хăварнă йывăҫсем лайăх хĕл каҫасса, нумай ҫулсем хушши пурсăмăра та хăйĕн илемĕпе, мăнаҫлăхĕпе пурăнма хавхалантарса вăй парса тăрасса», - тенĕ журналистсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Йывăҫсене ытларах кĕркуннехи тапхăрпа лартса хăварма тăрăшаҫҫĕ.  Кун пирки специалистсем пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă. Кĕрхи культура ĕмĕртен лайăх упраннă тесе калаҫҫĕ халăхра. Йывăҫ-тĕмсем пирĕн тăрăхра ҫитĕннĕ, апла пулсан вĕсем ирĕклĕн ешересси пирки иккĕленмĕпĕр.  Калăпăр, ҫăка йывăҫĕн вăрлăхĕсене  «Зеленстроя» питомникра хатĕрленĕ, «Ивушка» питомник вара ытти тĕмĕсене лартса ҫитĕнтернĕ Хĕрлĕ тӳрем валли.   

Ҫитес эрнесенче тавралăха йывăҫ-тĕм лартса хăварассине вĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Ҫуркуннехи тапхăрпа вара ҫак ĕҫе тепре кӳлĕнĕҫ.  Нумай ҫул ӳсекен чечексем, чăрăш, хыр таврашне лартса хăварма та плана кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫулталăкăн кирек-хăш тапхăрĕнче те Хĕрлĕ тӳремĕн илемлĕ пулмалла, тавралăхăн халăха хăй патне илĕртмелле.

Проектри мĕнпур ĕҫсене Шупашкар хула администрацийĕ ҫирĕп тĕрĕслесе тăрать.  Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем кулленех сыхă тăраҫҫĕ, Чăваш Республикин Шупашкар хулин тĕп художникĕ кашни лаптăкри ĕҫе ҫивĕч пăхса тăрĕ, пĕр-пĕринпе килĕшсе тăнине тишкерсе пырĕ.

Фоторепортаж



09 ноября 2020
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter