К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш кĕнеке издательствине 100 ҫул ҫитнине халалласа савăнăҫлă мероприяти иртнĕ

Чувашское книжное издательство отметило 100-летие со дня основанияЧӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш кĕнеке издательствине 100 ҫул ҫитнине халалласа савăнăҫлă лару-тăру пулнă.

Ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленисене паллă пулăмра ертӳҫĕсем  патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

«Кам хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăрать, вăл тĕнчене те тытса тăма пултарайрать пулĕ» текен кăларăш паянхи пурнăҫ таппинче уйрăмах анлă сарăлни никамшăн та ҫĕнĕлĕх мар. Кĕнеке кăларас ĕҫе кӳлĕннĕ ҫын, пысăк тавра-курăмлă, унăн ăсталăх тĕнчи пуян.   Иртнĕ ҫулсене илес пулсан, кĕнеке кăларас ĕҫре пысăк ӳсĕмсемпе палăрнă. Ҫĕршер пин кĕнеке ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама, ăҫ-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳнĕ.  Сахал мар йăла-йĕресем пирки калавсем хайланнă кĕнекесенче.  Паянхи пурнăҫ ыйтакан тĕллевсене туллин тивĕҫтерет Чăваш кĕнеке издательстви»,  тенĕ хăйĕн салам йĕркисенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Олег Алексеевич кĕнеке издательствин коллективне республикăн Хисеп хучĕпе, ĕçченсене хисеплĕ ятсемпе чысланă.

Пуласлăхри тĕллевсем те пĕчĕкех мар.  Ҫитес ҫулта Сăр тата Хусан рубежне хӳтĕлес ĕҫе хутшăннисене халалласа кĕнеке калăплама палăртнă.  Н.И. Ашмарина - тĕнчипе паллă ăсчаха асăнса 150 ҫул ҫитнине палăртса паллă ентешĕмĕр ячĕпе кĕнеке кăлармалла. Вăл проектсем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ. Надежда Павлова – паллă балерина ҫуралнăранпа 65 ҫул ҫитнине палăртакан кăларăм та кун ҫути курмаллине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.    Апла пулсан, умри ĕҫсем сахал мар, вĕсене пурне те пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми ĕҫлемелле.  

«Тата тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – шкулсене, вулавăшсене чăваш кĕнекисемпе тивĕҫтересси. Наци культурипе йăли-йĕркине палăртакан кăларăмсемпе ачасен кулленех паллашмалла.  Ҫитĕнекен ăрăва валли кăсăклă та илемлĕ кĕнекесем пичетленмелле»,  тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Чăваш чĕлхине вĕренсе пырас ĕҫ ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалла тенĕ мероприятине пухăннă ертӳҫĕсем.  

Паллă пулăм, юбилей ячĕпе кĕнеке издательствин ĕҫчешĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова саламланă, малашнехи ĕҫре тата та пысăкрах ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă.   

Палăртма кăмăллă, уява РФ кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн Президенчĕ Константин Чеченов хутшăннă, кунсăр пуҫне кӳршĕллĕ регионсенчен Удмуртирен, Тутарстанран, Пушкăртстанран  сумлă хăнасем пухăннă, кĕнеке кăларакан ĕҫре пысăк тӳпе хывнисене саламланă, малашне те ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма сĕннĕ.

Чăваш кĕнеке издательствине 1920 ҫулта чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче йĕркелесе янă.  Пурĕ 16 пин тĕрлĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă ăстаҫăсем. Кĕнекесем тĕнчипех сарăлнă тесен те йăнăш мар. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса сахал мар пысăк хисепе тивĕҫнĕ,  40 кĕнеке  ытла дипломлă пулнă.  

Предприяти тĕрлĕ кĕнеке пичетлет. Ачасене, аслисене валли сахал мар вуласа пĕлмелли материалсем калăпланаҫҫĕ. Чи пахи   кĕнекесене вырăсла, чăвашла тата акăлчан чĕлхипе пичетлеҫҫĕ.  Вĕсене кĕнекесен лавккисенче кулленех курма пулать. Халăх кăмăллă, калăпланса тухнă кĕнекесем кăсăклă та илемлĕ тесе пĕрре мар ҫирĕплетнĕ хăйсен сăмахĕсенче ҫынсем.   

Фоторепортаж



01 декабря 2020
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter