Аслӑ Британири шкул ертӳҫине чӑваш тӗрри ҫинчен каласа кӑтартнӑ

Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче инҫет мелӗпе усӑ курса Аслӑ Британи Королевствин Лондонри ал ӗҫ шкулӗпе ҫыхӑннӑ. Телеҫыхӑнӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Аслӑ Британи Королевин тӗрӗ шкулӗн ертӳҫи Сьюзан Кей-Виллиамс доктор, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, Пресс-службӑн управленийӗн пуҫлӑхӗ Валентина Алексеева хутшӑннӑ.

Аслӑ Британи тӗрӗ шкулне 1872 ҫултах йӗркеленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра Чӑваш тӗррин кунне туса хуни пирки пӗлтернӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуянлӑхӗнчен пӗрне аталантарас тесе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Аслӑ Британири шкула Чӑваш Ен чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнеке, Константин Ивановӑн хайлавӗсене виҫӗ чӗлхепе куҫарнӑ кӑларӑма парнеленӗ, Сьюзан Кей-Виллиамс 15-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи куна ҫитнӗ тӗрӗ ҫӗввисен пуххине Шупашкара ӑсатнӑ.



https://www.chuvash.org/news/27129.html
01 декабря 2020
19:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter