«Хыпар» çемйи пысăкланчĕ

Министрсен Кабинечĕ юнкун иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче «Хыпар» Издательство çуртне тÿррĕнех пырса тивекен ыйту та пулчĕ.

Информполитика министрĕ Михаил Анисимов Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» тата Сĕнтĕрвăрри районĕн «Пирĕн сăмах» хаçачĕсен редакцийĕсене «Хыпарпа» пĕрлештересси çинчен пĕлтерчĕ. Министра ĕненес тĕк — çакă тиражĕпе пĕчĕк районкăсене финанс тата кадрсен енĕпе пулăшма кирлĕ утăм. Бюджет укçипе усă курасси тухăçлăрах пулать-мĕн. Вырăнсенчи журналистсем хăйсен районĕсенчех ĕçлĕç, анчах райхаçатсен редакцийĕсен управлени функцийĕ пулмасть — ку тивĕç Шупашкара куçĕ.

Михаил Ноздряков хăй вăхăтĕнче пысăк медиахолдинг туса хурасси пирки калаçу пулнине аса илтернĕ май паянхи утăм пĕлтерĕшĕпе кăсăкланчĕ: ку пĕр хут пурнăçлакан акци пулĕ-и е? Министр хуравларĕ: «Ĕç мĕнле йĕркеленессине сăнаса пăхмалли пирвайхи утăм…» Ăнăçлă пулсан ытти район хаçачĕ те «Хыпар» айне пуласса кĕтме пулать - çапларах малашлăх… Пирĕн вара районсенчи ĕçтешĕмĕрене «Хыпар» çемйине ырă сунса кĕтетпĕр темелли çеç юлать пуль.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

 



10 декабря 2020
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter