Суйлав комиссийӗсен çӗнӗ йышне йӗркелеççӗ

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ территорисенчи суйлав комиссийĕсен çĕнĕ йышне йĕркелес енĕпе ĕçлет. Çак йыша пилĕк çуллăха палăртаççĕ.

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, территорисенчи суйлав комиссийĕсен малтанхи йышĕн полномочийĕсем вĕçленнĕ, çавăнпа çĕнĕ йыша йĕркелеççĕ. Чăваш Енре 28 комисси пулмалла, вĕсенче кашнинче — 9-12-шер çын.

Территорисенчи комиссисен йышне кĕрес тĕллевлисен шутĕнче — 372 кандидат, вĕсене политика партийĕсем, çавăн пекех общество организацийĕсем, депутатсен пухăвĕсем, ĕç тата вĕренӳ коллективĕсем тăратнă. Тĕп суйлав комиссийĕн ыран иртекен ларăвĕнче вĕсенчен 272 кандидата суйласа илĕç. Александр Цветков çĕнĕ йыша йĕркеленĕ чухне кандидатсен опытне, вĕсем вĕренӳре, ĕçре мĕнле çитĕнӳсем тунине тата ыттине шута илессине пĕлтерчĕ. Çав йышра çамрăксем те пуласса шаннине палăртрĕ.

www.hypar.ru

 



10 декабря 2020
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter