Чăваш писателĕсен кĕнекисем шкула таврăнаççĕ

Министрсен Кабинечĕ юнкун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ ларура пĕр саккун проектне, патшалăх программисемпе Правительство йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессине ырларĕ.

Патшалăхăн «Культурăна тата туризма аталантарасси» программине улшăнусем кĕртесси çинчен культура министрĕ Светлана Каликова каласа пачĕ. Сăмах тĕпрен илсен хайхи программмăн культурăна халалланă çумпрограммин чăваш чĕлхине аталантарассипе çыхăннă пайĕ тавра пычĕ. Чĕлхене вĕрентмелли тытăма лайăхлатасси, чăваш чĕлхипе усă курассине анлăлатасси тата ытти те — чăннипех ырă тĕллевсем. Çак ĕçсене пурнăçламашкăн çитес çулсенче 28 миллион тенкĕ уйăрассине палăртнă.

Пайăр мерăсем пирки калас тăк — Светлана Анатольевна шучĕпе, ачасене пĕчĕккĕллех, садик çулĕсенчен тытăнса, тăван чĕлхене ăша хывмалли майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн валли тĕрлĕ мелпе усă курмалла — пĕчĕккисем валли чăвашла мультфильмсем ÿкересси таранах. Улшăнусем пурри вара халех палăрать. Калăпăр, чăваш писателĕсен кĕнекисем шкулсен библиотекисене таврăнаççĕ. Çакăн валли бюджетран 2014 çултанпа укçа уйăрман.

Михаил Ноздряков вара культурăпа туризма пĕр программăра пĕтĕçтерни вырăнсăрри пирки сăмах пуçарчĕ. Çакна, тен, наци проекчĕсене пурнăçласси те витĕм кÿнĕ пуль, анчах программăсен шутне пысăклатнине ырламасть пулин те, иккĕленмест вăл, ку тĕслĕхре çакнашкал пĕрлĕх икĕ отрасльшĕн усăллă мар. Çапла, вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă, анчах — тĕрлĕ сферăсем, вĕсене пайăр программăсене уйăрасси пирки Экономика аталанăвĕн министерствипе пĕрле шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Светлана Каликова ку енĕпе тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрленине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

 



10 декабря 2020
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter