Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче чӑваш чӗлхине упрамалли тата аталантармалли хушма программӑна сӳтсе явнă

На заседании Кабинета министров обсудили программу сохранения и развития чувашского языка

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» патшалӑх программин «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫум программине сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, ĕҫ хутне хатĕрлеме Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш чĕлхин кунĕнче хушу панă.  Хушма программӑна йышăнсан чăваш чĕлхипе усӑ курмалли, ӑна вĕрентмелли тата ҫĕнĕ методикăсене пурнăҫа кĕртсе пымалли майсем лайӑхланӗҫ.  Ку тĕллевпе 28,3 млн тенкĕ укҫа тăкакланасси те паллă.  

Чăваш чĕлхипе кĕнекесем кăна кăларни паянхи пурнăҫшăн ҫителĕксĕртерех, ытларах та ытларах ҫĕнĕ тытăмсене вăй илтерсе пымалла, информаци технологийĕсен витĕмлĕхне те тĕпе хумалла, Интернетра чăваш чĕлхипе усă курма меллĕрех условисем йĕркелемелле тесе палăртнă ларăва пухăннă ертӳҫĕсем. 

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн сăмахĕнче ачасене мӗн пӗчӗкрен чăвашла калаҫма вĕрентсен вĕсен малашлăхри тĕллевĕсем тата та кăсăклăрах пуласси никама та иккĕлентермĕ тенĕ.  Пĕчĕккисене ача садне ҫӳреме пуҫласанах чăваш чĕлхине ăша хывма вӗрент-мелле, вĕсене тĕрлĕ майсемпе кӑсӑклантарса тăван чĕлхене юратма витĕм кӳмелли пирки те уйрăм палăртса хăварнă министр. 2014 ҫултан пуҫласа, информаци тытăмне тĕпе хурса, ашшĕ-амăшĕсем ача садне ҫӳрекенсен условийĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăма та пултараҫҫĕ. Пысăк технологи мелӗсем кун пек ĕҫе йĕркелеме май параҫҫӗ тенĕ вăл.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсас ӗҫе йĕркелемелли республика планне те сӳтсе явнă ларăва пуҫтарăннисем. Республика программипе килĕшӳллĕн 2021-2023 ҫулсенче пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 613 ҫурта ҫĕнетме график ҫирӗплетнӗ. 

Ача пур ҫемьесене патшалăх пулӑшӑвӗ памалли ыйтăва та хускатнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем. Сӑмах кунта нумай ачаллӑ ҫемьесене амăшĕн капиталĕпе тивĕҫтересси пирки пырать. Республика бюджетĕнчен куҫакан тĕревпе ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма та  усӑ курма юрать.  Укҫа-тенкĕпе эскроу счечĕ урлă та усă курма майсем йӗркеленеҫҫӗ. 

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтӑва та тӗплӗн тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



10 декабря 2020
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter