«Уяв» ансамбль хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

«Уяв» ансамбль «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Кун пирки ӗнер, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ.

Пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти Тӗп клуб тытӑмӗн йышӗнче шутланать. Вӑл — Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫейри сайра тӗл пулакан коллектив. Ансамбле чӑвашсен хӑйне евӗр культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнишӗн кӑмӑллаҫҫӗ. Ансамбль халӑх художество пултарулӑхне тата ҫӗршывӑн культурине пысӑк тӳпе хывнине халӗ тивӗҫлипе хакланӑ.

Фольклор ансамбльне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» (чӑвРаҫҫей чунӗ) РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пырать. Аккомпаниаторӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Кириллов.



https://www.chuvash.org/news/27205.html
10 декабря 2020
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter