Медицина ĕçченĕсем спектакль пăхĕç

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Тавтапуç сире, хаклă тухтăрсем» акцие хутшăнни пирки унăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче журналистсене пĕлтерчĕ.

Пуриншĕн те паллă: хальхи вăхăтра Чăваш Енре, Раççейре, тĕнчипех алхасакан коронавирус инфекцийĕпе кĕрешкен паттăр çынсем — медицина ĕçченĕсем. Куннĕпе, çĕрĕпе вĕсем «хĕрлĕ зонăра» — чирлĕ çынсемпе юнашар. Тăванĕсемпе, ачисемпе, çывăх çыннисемпе те курнăçăнма вăхăт çук.

Çапах та Чăваш театрĕ пур енĕпе те ывăнса çитнĕ медиксене чун апачĕпе савăнтарасшăн. Çак тĕллевпе вĕсем валли Федор Павлов пьеси тăрăх лартнă «Ялта» музыка драмине ыркăмăллăх майĕпе кăтартасшăн.

Валерий Николаевич палăртнă тăрăх, театр ĕçченĕсен пархатарлă шухăшне ЧР Культура тата ЧР Сывлăх сыхлав министерствисем ырласа йышăннă. Çапла вара, çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче театр медицина ĕçченĕсене ăшшăн кĕтсе илĕ.

Валерий Яковлев лартнă «Ялта» драма сцена çинче 16-мĕш çул пырать. Ку таранччен унăн тĕп геройĕсен сăнарĕсене калăплакан артистсем улшăнма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ, çапах та «Ялта» халĕ те — халăх кăмăлласа пăхакан спектакль. Унта аваллăхран паянхи куна çитнĕ вăйă, туй юррисем, ташă-кĕвĕ, нихăçан кивĕлмен йăласем сăнланнă. Валерий Николаевич шухăшĕпе, шăпах çакăн пек илемлĕ спектакльсем медицина ĕçченĕсене кирлĕ те паян. Вĕсем самантлăха та пулин йывăрлăх çинчен манса чунпа канса илччĕр. Тата тепĕр пысăк ĕмĕтне — республикăри ытти театр ĕçченĕсем те Чăваш театрĕн ырă пуçарăвне малалла тăсасса шаннине — палăртрĕ.

www.hypar.ru

 



11 декабря 2020
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter