Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе саламлани
Хаклă ентешсем!
Сире Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Ҫĕршывăн тĕп докуменчĕ кашни гражданинĕн прависемпе ирĕкĕсен гаранчĕ шутланать! Вăл патшалăх тытăмĕн принципне ҫирĕплетет, обществăн паха енĕсене хӳтĕлет, пурнăҫри хутшăнусене палăртать.
Ҫав вăхăтрах ҫак уяв эпир Тăван ҫĕршывăн хальхи шăпишĕн тата унăн пуласлăхĕшĕн яваплине аса илтерет.
Эпир Тăван ҫĕршывпа мăнаҫланатпăр, унăн ырлăхĕпе чечекленĕвĕшĕн пĕрле тăрăшатпăр.
Уяв ячĕпе!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев
