Хăш-пĕр маршрут хакĕ ÿсет

«Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар» маршрутпа çӳрекен 101С, 270 тата 331 автобуссемпе çӳреме ытларах тӳлемелле пулĕ.

Чăваш Республикин транспорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, «Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар» маршрутпа çӳрекен автобуссен хуçисем çул хакне хăйсем палăртаççĕ. Хак ӳснин сăлтавĕ — коронавирус пандемине пула тӳссе ирттернĕ тăкаксем.
Муниципалитетсен хушшинчи ытти маршрутăн тарифĕ 1 километршăн 2,17 тата 2,72 тенкĕпе танлашать. «Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар» маршрут тарифĕ икĕ хула хушшинчи çул тăршшĕне шута илсе 48 тенке çитме пултарать.

www.hypar.ru 

 



14 декабря 2020
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter