Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Мускаври ҫул ҫӳрев пирки тĕплĕн каласа кăтартнă

Республика Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ визитпа Мускавра пулнă.  Уҫă тĕлпулусем вăхăтĕнче вăл Шупашкарти аэропорта реконструкцилес ыйтăва, медицина учрежденийĕсене ҫĕнетсе улăштарас, «Раҫҫй чукун ҫулĕ» АУО килĕшсе ĕҫлес ыйтусене сӳтсе явнă. Республика Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре  Мускавра пулнă май, Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви ҫумĕнчи  Аналитика центрĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Мускавран килнĕ хыҫҫăн, кашни эрнере пулакан планеркăра регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен умне хăш-пĕр ыйтусем тăратнă. «Килĕшӳсене пĕтĕмпех ҫирĕплетнĕ.  Халĕ ĕнтĕ мĕн пур пек ыйтусене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла.  Кĕске вăхăт хушшинче Шупашкарти аэропорта реконструкцилемелле.  Строительство министерствипе пĕрле сиплев учрежденийĕсен строительство ĕҫĕсене пуҫăнмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.   2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă ĕçре паттăрлăх кăтартнă çынсене халалланă çулталăкĕ тесе йышăннă  мероприятийĕсем пирки Раҫҫей чукун ҫулĕ ертӳлĕхĕпе те калаҫса килĕшнĕ. Ҫитес ҫул Чăваш Республикине «Ҫĕнтерӳ поезчĕ» килсе ҫитме пултарасси те планра пур.

РФ Правительствин ҫумĕнчи Аналитика центĕнче те пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу иртнĕ. Палăртмалла, Аналитика центрĕ РФ Правительствин ĕҫ-хĕлне йĕркелесе пырассипе тимлет.  Кунсăр пуҫне регионсемпе те килĕшсе ĕҫлет.

«Цифра технолргийĕсĕр пуҫне кунта актуаллă ыйтусене пĕр ҫĕре пухса пыраҫҫĕ.  Вĕсене тĕпрен тишкернĕ хыҫҫăн, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма витĕм кӳреҫҫĕ. Кун пек тытăм малашне те тата та вăйлăрах аталанса пырасси пĕрре те иккĕлентермест.  Пирĕн те вăл ĕҫсене кӳлĕнме тăрăшмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Ҫитес вăхăтра Чăваш Республикипе Аналитика центрĕ хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлĕ ҫыхăнусем тытасси пирки ĕҫ хучĕ те йĕркеленĕ, ăна алă пусса ҫирĕплетес ыйту та кун йĕркинчех тăрать тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  Аса илтеретпĕр, вăл Мускавра «Интерфакс» ИА интервью панă, Совет Федерацийĕн «РФ пĕрле» кăларăмĕн  тӳрĕ эфирĕнче Чăваш Енĕн 2020 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.  



14 декабря 2020
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter