"Ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ĕҫсем пирки ҫынсене хыпарсене туллин тата вăхăтра пĕлтермелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Олег Николаев: «Люди должны получить объективные данные о проделанной за год работе» Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ.  Ларăва уҫнă май, чи малтан регион Пуҫлăхĕ хăй Мускавра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулни пирки каласа кăтартнă.  Ĕҫлĕ тĕлпулусем вăхăтĕнче Шупашкарти аэропорта, медицина учрежденийĕсене юсаса ҫĕнетесси ҫинчен,  «Раҫҫей чукун ҫулĕ» АУО пĕрле килĕшсе ĕҫлесси пирки килĕшӳсем тунине хыпарланă.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Мускавра Раҫҫей  Федерацийĕн Правительствин ҫумĕнчи Аналитика центрĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă, наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртнине  асăрхаса витĕм кӳрсе тăракан тытăмăн ĕҫĕпе паллашнă, РФ Правительстви епле ĕҫлени ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.  Ҫитес вăхăтра Аналитика центрĕпе килĕшсе ĕҫлемелли пирки Чăваш Республики ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетме плана кĕртнĕ.

Паянхи канашлура тепĕр пысăк ыйту пирки те чарăнса тăнă регион Ертӳҫи.  Чăваш Енри министерствăсене хăйсен ҫулталăкри ĕҫĕсем пирки ял тăрăхĕсенче пурăнакансене тĕплĕн паллаштармаллине, ҫитменлĕхсем ҫинчен те тĕплĕн ăнлантарса памаллине чĕнсе каланă.  Пĕр сăмахпа каласан, ҫулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем пирки, ҫитес тапхăр валли палăртакан плансем ҫинчен те кĕсен паллаштарса хăвармаллине асăрхаттарса хăварнă.  «Ҫынсем патне тĕрĕс хыпарсене илсе ҫитермелле. Суя хыпарсем пачах пулмалла мар.  Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртни ҫинчен, хăшĕсене пурнăҫлама май килменнине те ăнлантарса пама пĕлмелле, сăлтавсене пĕтĕмпех уҫăмлатма тăрăшмалла», - тесе аса илтерсе хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Паян канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-ҫимĕҫ хакĕсем пирки те чарăнса тăнă. Кăрлач – чӳк уйăхĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов тĕплĕн паллаштарнă.  Кăтартăва пĕтĕмĕшле илес пулсан, Чăваш Ен Атăлҫи федераци округĕнче ыттисемпе танлаштарсан 9-мĕш вырăнта тăрать.   Палăртмалла, уйрăмах сахăр хакĕ хăпарнă.  Тулă кĕрпин хакĕ те самай ӳснĕ тенĕ хăйĕн сăмахĕнче вице-премьер.  Ҫав вăхăтрах, чи пĕчĕк хаксем пирки те асăнса хăварнă вăл. Калăпăр, ҫу, ҫăнăх, тăпăрчă тата ытти хăш-пĕр таварсен хакĕсем Атăлҫи федераци округĕнче кăна мар, Раҫҫей шайĕнче те пĕчĕккĕ пулни куҫкĕретех тенĕ сăмаха ҫавăрса.   Дмитрий Краснов уйрăм таварсен хакĕсем питĕ пысăкланнишĕн пăшăрханса каланă, ку тĕлĕшпе ятарлă служба ĕҫченĕсене тĕрĕслев ирттерме сĕннĕ. Сăлтавсăр хаксене хăпартма юрамасть тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Иртнĕ эрнере палăртнă ыйту пирки Раҫҫей  Федерацийĕн Президенчĕ тăтăшах калаҫу пуҫарнăччĕ.  Федераци тата регион шайĕнче ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă.  Хаксем пирки ыйтăва тарăн тишкермелле. Май килнĕ таран сăлтавсене уҫăмлатмалла.  Апла  пулсан, ҫитес вăхăтра таварсене тирпейлесе кăларакан предприятисемпе организацисен ертӳлĕхĕсемпе палăртнă ыйтăва уҫăмлатас тĕлĕшпе, усă калаҫу ирттерсен те питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ», - тенĕ  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сиплев учрежденийĕсенчи кадр ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. «Земский доктор», «Земский фельдшер» программăсем регионта пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен ăнлантарса панă.  

Ача пур ҫемьесене патшалăх енчен куҫарса паракан тĕревсем пирки Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова тĕплĕн паллаштарнă. Кунсăр пуҫне РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕн Пуҫлăхĕн ҫумĕ Лидия Бориса хушса каланă, хăш-пĕр пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.  

Фоторепортаж



14 декабря 2020
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter