Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн мăшăрĕпе «Мода кĕвви» курава ҫитсе килнĕ

Олег Николаев с супругой посетили открытие выставки Александра Васильева «Звуки моды»

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн мăшăрĕпе Наталья Алексеевнăпа  Александр Васильев хатĕрленĕ «Мода кĕвви» курава ҫитсе килнĕ.    Паллă пулăма Чăваш наци музейĕнче йĕркеленĕ, ăна наци кĕпе-тумтирĕн Пĕтĕм регионсен хушшинчи фестивальне тĕпе хурса ирттернĕ.

Курава тĕрлĕ экспозици хатĕрлесе тăратнăшăн Олег Николаев сумлă хăнана тав тунă.  Республикăра пурăнакансемшĕн Ҫĕнĕ ҫул уявĕ умĕн  курав чаплă парне вырăнне пулса тăнине палӑртнă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ. «Хитрелĕх – тĕлĕнмелле  пысăк хăват. Унта чăннипех те иксӗлми вӑй тапса тăрать. Шăпах вӑл пире малалла ăнтăлма, ҫитĕнӳсем туса пыма витĕм кӳрет те ĕнтĕ. Тата чылай чухне йывăрлăха парăнтарма та пулăшать», - тесе палăртнă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Александр Васильев республика Правительствине мероприятие йĕркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн тав тунă. «Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалласа курав ирттерме эпĕ хаваспах килĕшрĕм», - тенĕ сумлă хăна, вӑл кашни илемпе, кĕпе-тумтирӗн историйĕпе тĕплĕн паллаштарнă, вĕсен асамлăхĕ пирки чарăнса тăнă,  паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан паха ҫипуҫсем пирки ăнлантарса панă.

Мода тĕпчевҫи нумай ҫул ĕнтĕ сцена ҫине тухмалли илемлĕх хатĕрĕсене пухса пырать.  Тĕнчипе паллă эстрада ҫăлтăрĕсен тумтирĕсене Чăваш Ене илсе килнĕ, вĕсен шучĕ 50-па танлашать.

«Мода кĕвви» фестиваль - юрă тĕнчине ҫитсе курма, юрӑҫсен тавра-курăмлăхне тĕпчеме май парать. Раҫҫейӗн культура пурнӑҫне кĕрсе юлнă чаплă ятсене ĕмĕр асра тытса, ăша хывса пурăнма вĕрентет.  

Фоторепортаж



14 декабря 2020
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter