Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинче Этем прависемпе ӗҫлекен уполномоченнăйпа Сергей Романовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев провел рабочую встречу с Уполномоченным по правам человека в Чувашской Республике Сергеем РомановымПаян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинче Этем прависемпе ӗҫлекен уполномоченнăйпа Сергей Романовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ҫак должноҫа ҫирĕплетнĕ. Ҫав кунран пуҫласа ҫĕнĕ ертӳҫĕ хăйне шанса панă тивĕҫе пурнăҫлама тытăннă.  

Республика Пуҫлăхĕ   омбудсмена ӗҫе пуҫӑннӑ ятпа саламланă. Граждансен прависемпе ирĕклĕхне хӳтĕлесси пысӑк пĕлтерĕшлĕ ĕҫ пулнине палӑртнӑ вăл сăмаха малалла тăснă май.   «Тепӗр чухне ҫынсен прависене пăснине тĕл пулма тивет.  Халăх ҫавнашкал ҫитменлĕхсене ҫийӗнчех пӗтерме ыйтать. Апла пулсан пирĕн пĕрле тă­рăшса ĕҫлемелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

«Этем прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйăн ĕҫĕ тĕрлĕ енлĕ. Эпĕ хамран мĕн килнине йӑлтах тума тăрăшăп. Ҫынсен прависене хӳтĕлессишĕн яваплăха туйса тата саккуна пăхăнса ĕҫлеме шантаратăп», - тенĕ Сергей Романов.

Палăртса хăваратпăр, Сергей Романов Шупашкар районĕнче Кукеҫ поселокĕнче ҫуралса ӳснĕ.  Мускаври потребитель кооперацийĕн университетĕнче аслӑ пĕлӳ илнĕ хыҫҫăн юрист квалификацине тивĕҫнĕ. Пысăк должноҫсенче вăй хунă, ҫĕршывшăн тивĕҫлĕ ĕҫсем пурнăҫланă. 



15 декабря 2020
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter