Чăваш Республикинчи сиплев учрежденийĕсем валли ҫĕнĕ санитари автомашинисем килсе ҫитнĕ

Медицинские организации Чувашии получили новые санитарные автомобилиРаштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи сиплев учрежденийĕсем валли  ҫĕнĕ санитари автомашинисем килсе ҫитнĕ. Хулари тĕп больницăн нумай про­фильлĕ поликлиникин территорине вырнаҫтарса тухнӑ техникăпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев паллашнă. 

2020 ҫулта республика хыснинчен Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствине 53 ҫăмăл автомашина туянма  39,8 млн тенкĕ уйăрнă.  Район больницисене пурĕ 36 автомашина валеҫсе параҫҫӗ, ытти 17-шне вара - Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисене.  

Ҫĕнĕ транспортпа аслă ҫулти ҫынсене диспансеризаци кӑларма, ковид инфекцийӗн чирĕпе аптракансене васкавлӑ пулăшу пама, медиксен мобильлĕ ушкăнне илсе ҫӳретме усă курĕҫ.   Кунсăр пуҫне,  асӑннӑ машинăсемпе чирлисем патне тĕрлĕ эмелсем илсе ҫитерĕҫ.  Ҫĕнĕ техникӑна хальхи вӑхӑтри медицина хатĕрĕсемпе тивӗҫтернине те палăртмалла.

«Сиплев организацийĕсем ҫĕнĕ техникăпа пуянланчĕҫ. Медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тата туллин тивĕҫтерме кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Республика Пуҫлăхĕ Хулари тĕп больницăра пулнă. Вăрнар тата Патăрьел райо-нĕсен тĕп больницисен ертӳҫисемпе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă, тĕп врачсенчен ҫĕнĕ автомашинăсемпе епле усă курма шутлани ҫинчен ыйтса пĕлнĕ. 

«Ялсене ҫĕнĕ техника ҫитни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхĕсенче пурăна-кансем ӑна хуларисенчен те ытларах кĕтнĕ пулĕ.  Ҫынсене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Апла пулсан ҫак эрнеренех ҫĕнĕ транспортпа туллин усă курăпăр, чирлисене вăхăтра пулăшу пама тăрăшăпăр», - тенĕ Патăрьел районӗн тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков

Сăмах май, РФ Правительствин Председателĕн  Михаил Мишустинăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Ене ҫитес вăхăтра васкавлă пулăшу машинисем тата та килесси ҫинчен пĕлтернĕ Олег Николаев. Кăҫал Чăваш Республикине 30 автомашина килмелле.  Укҫа-тенкĕне федераци бюджетĕнчен уйӑраҫҫĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Хулан тĕп больницин  нумай профильлĕ поликлиникинче пулса курнӑ вӑхӑтра асӑннӑ сиплев учрежденийӗн тӗп врачӗпе Татьяна Маркеловăпа курнăҫнă, учрежденийĕн ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă,   COVID-19, шыҫă чирĕсем пирки кăсăкланнă, асӑннӑ больницӑра усӑ куракан пысăк технологи тӗслӗхӗсем ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.

Фоторепортаж



15 декабря 2020
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter