Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче канашлу ирттернӗ

Ӗнер Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев тӳре-шара канашлу ирттернӗ. Унта вӑл ҫулталӑка пӗтӗмлетмелли вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ май министрсене кӑтартусемпе суймасӑр паллаштарма чӗнсе каланӑ.

«Эпир пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр. Ирттерекен мероприятисенче ҫынсене мӗн туса ирттерме пултарнипе паллаштарнипе пӗрлех тата, паллах, хамӑр татса парайманни, мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухни ҫинчен те каласа кӑтартмалла. Мӗнле йышӑнусем туни, епле укҫа уйӑрни пирки пӗлтермелле», – тенӗ республика  Пуҫлӑхӗ.

 



https://www.chuvash.org/news/27267.html
15 декабря 2020
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter