Раҫҫей Президенчĕн Владимир Путинăн ҫулсерен иртекен пресс-конференцийĕ

 

Раҫҫей Президенчĕн Владимир Путинăн ҫулсерен иртекен пресс-конференцийĕ декабрĕн  17-мĕшĕнче 12 сехетре пуҫланать. Кремль пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кăҫал вăл видеоконференци мелĕпе иртет. Раҫҫейре пурăнакансене декабрĕн 6-мĕшĕнчен пуҫласа Владимир Путина ыйтусем пама май туса парас тӗллевпе ятарласа «Мускав - Путина» приложени туса хатӗрленӗ.  Кунсăр пуҫне ыйтусене ятарлă сайт урлă та йышăнаҫҫĕ. Пресс-конференцине хут-шӑнма аккредаци илнĕ журналистсем хăйсен ыйтăвĕсене онлайн мелĕпе параҫҫĕ. Владимир Путинăн пресс-конференцине «Первый», «Россия 1» тата ытти  телеканалсем тӳрĕ эфирта кăтартĕҫ.



16 декабря 2020
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter