Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

В Доме Правительства обсудили подготовку к празднованию 290-летия архитектора Петра ЕгороваРаштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев   Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ҫитес ҫул Раҫҫейри паллă архитектор Петр Егорович Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  

Культурăпа истори фончĕ хăй вăхăтĕнче Санкт-Петербургри пĕр урама  Петр Егоров архитектор ятне парас шухăша Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ырланăччĕ.  Вӑл хула губернаторĕ Александр Беглов патне кун пирки ыйтса ҫырупа тухнă пулнă. 

Фонд директорĕ Евгений Дмитриев хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра ыйтăва Санкт-Петербургри Топоними комиссийĕн  бюровĕ тишкернине пĕлтернĕ. «Енчен те ыйту йӗркеллӗ татӑлсан ӑна асӑннӑ комиссин ҫитес ҫулхи иккĕмĕш кварталти ларăвĕнче тишкерĕҫ», - тенĕ вăл.  

Юбилей шайӗнче 30  яхăн мероприяти ирттерме хатĕрленеҫҫĕ.  Калăпăр, паллă зодчи ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта савăнăҫлă мероприяти ирттерме палӑртнă. Паллӑ кун тӗлне Чăваш наци музейĕнче курав уҫăлĕ,  кӑсӑк кĕнеке-пуххи пичетленӗ. Унӑн авторĕсем – Мускаври, Санкт-Петербургри, Эстонири, Шупашкарти паллă ăсчахсем.    

«Петр Егоров пек ҫынсем – республикăмăрăн мăнаҫлăхĕ, пуянлăхĕ. Паллӑ ентешсене пирӗн асра тытмалла, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫитӗнекен ăрăва каласа кӑтартмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Фондăн пуҫаруллă проекчĕсене малашне те пурнăҫа кĕртме пулăшса пырассине каланă вăл. 

Фоторепортаж



16 декабря 2020
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter