Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ кӑҫал 400 пин мӑшӑр хатӗрлерӗ

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче черетлӗ ҫитӗнӳ — паян эпир кӑҫал палӑртнӑ плана туса ҫитертӗмӗр, унсӑр пуҫне ку ҫул тунӑ мӑшӑрсен йышӗ 400 пин урлӑ каҫрӗ.

2020 ҫула эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫларӑмӑр. Паян 640 пин урлӑ каҫнӑ май, хӑварах куратӑр — ҫулталӑк тӑршшӗнче 400 пин тума пултартӑмӑр. Миллион чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ таран ҫитме те нумаях юлмарӗ — пурӗ те 360 пин кӑна. Ҫитес ҫул та ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл кӑтарту таран эпир ҫитӗпӗрех!

Паллах, плана тултарнӑ тесе эпир ахаль лармӑпӑр — мӑшӑрсене тата та хушса пырӑпӑр. Ку ӗҫре вӗт-ха, мӗн чухлӗ мӑшӑр ытларах, куҫару пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. Машшин куҫарӑвӗн алгоритмӗсем тем тери вӑйлӑ пулсан та даннӑйсем — чӑвашла тат вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем — пулмасан лайӑх куҫаруҫӑ тума хӗнрех. Ҫавна пула вӑй хуратпӑр та ӗнтӗ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хальхи вӑхӑтра Зоя Воскресеняская хайланӑ Владимир Ленинӑн амӑшӗ пирки ҫырнӑ калавсемпе тата Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Леонид Жариков ҫырнӑ «Хастар тусӑм ҫинчен» повеҫӗн чӑвашла текстне хатӗрлетпӗр. Пурӗ эпир икӗ ҫул хушшинче 110 ытла кӗнекене сканерласа мӑшӑрласа тухрӑмӑр. Умра — тата та нумай вӗсем. Черете тӑратнӑ кӗнекесен йышех 50 патнелле (вӗсен вырӑсла варианчӗ пур, чӑвашлине ҫеҫ хатӗрлемелле).

Сӑмах май, паян эпир корпус сайтӗнче ҫӗнӗлӗх турӑмӑр — текстсен йышне ҫулсем тӑрах пайласа тухрӑмӑр. Ҫапла май пирӗн чӗлхе корпусӗнче хӑш-хӑш ҫулти текстсем пуррине курма май пур. Каласа хӑварас пулать, текстсен ҫулӗсене эпир каярах палӑртма пуҫласа, ҫавна май ӑна кашни валли кӑтартман. Анчах майӗпен пур текста та палӑртса тухасшӑн.

Пирӗн ҫитӗнӳпе эсир те савӑнасса шанса тӑратпӑр. Май килсен, пулӑшу та йышӑнма хатӗр — укҫа-тенкӗпе-и унта, пире текстсене хатӗрлесе панипе-и... Пурне те хавас.

Тӗплӗнрех



16 декабря 2020
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter