Чӑваш Енре ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кооперативсене хушма патшалӑх пулӑшӑвӗ пама шантарнӑ

Кооперативам, занимающимся переработкой сельхозпродукции в Чувашии, пообещали дополнительную государственную поддержкуРаштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Шупашкар районĕнче пулнă. Унта вăл ял хуҫалăхӗпе ҫыхăннă   «Ял картишĕ» производствăра ҫĕнĕ лини хута янă ҫĕре хутшăннă.

Производство базине тĕпрен модернизацилеме республика бюджетĕнчен  грант евĕр пулăшупа тивĕҫтернĕ.  Проектăн смета хакĕ 78 млн танлашать.  Тăкаксен 60 процентне патшалăх хăй ҫине илнĕ. 

«Деревенский дворик»  СПССК директорĕ Анатолий Константинов тин ҫеҫ хута кайнă ҫĕнĕ лини универсаллă пулнине палăртнă.  Ĕне, качака сĕтне тирпейлеме условисем питĕ лайăх тесе хыпарланă.  Кунта ытларах качака сĕтне тирпейлесе кăларма плана кĕртнĕ.  Палăртма кăмăллă, сĕте кĕленче савăт-сапара упрĕҫ, халăх патне ҫапла майпа илсе ҫитерĕҫ.   

«Кооператив пайташĕсем пулма 27 фермера  кĕртнĕ.  Паянхи куна илес пулсан, тĕслĕх таварсене Мускав хулине ăсатнă.  Таварсене кӳршĕллĕ регионсем те хапăл тусах йышăнни сисĕнет.  Эпир тирпейлесе кăларакан апат-ҫимӗҫ продукчӗсене халăх малашне кăмăлтан туянасса шанатпăр»,  тесе каланă кооператив директорĕ.

Хатĕр таварлӑх сӗте лавккасем урлă ҫынсем патне илсе ҫитерме плана кĕртнĕ.  Производствăра таварсене пĕр ҫĕре пухма ятарлă уйрăмсем ҫителĕклĕ пулнине курса ĕненнĕ Олег Николаев. Фермерсем те хăйсен таварĕсемпе халăха туллин тивĕҫтересси куҫкĕретех пулĕ малашне.

«Кун пек производствăсем уҫăлни питĕ паха.  Пĕчĕкрех предприятисене пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме аван. Таварсен пахалăх шайĕ те ӳсет»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Палăртнă кун республика Пуҫлăхĕ предприятире тăрăшакансемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, пуласлăхри тĕллевсем пирки калаҫнă.

Чăваш Енре тĕрлĕ предприяти сахал мар.  Тепĕр чухне халăх хăй тирпейлесе кăларнă таварсене пĕчĕк хакпа сутнине те куркалама пулать. Ҫитес ҫултан пуҫласа ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе ĕҫлекен кооперативсем патшалăх тĕревне илĕҫ.  Чăваш Республикин республика бюджетĕнче ку тĕллевпе пурĕ 2021 ҫул валли 120 млн уйăрса хăварнă.  Олег Николаев ӳлĕмрен кун пек пысăк кооперативсем хута яни халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрлеме май парассине палăртнă. Тепĕр тесен, ял территорийĕсене аталантарса пыма та аван.   

«Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – тирпейлесе кӑларакан паха таварсене халăх патне вăхăтра илсе ҫитересси.  Экологи тĕлĕшĕнче таса таварсем ҫынсен сывлăхшăн уйрăмах аван. РФ Президенчĕ  симĕс брендсене анлӑрах сарма сĕнекен пуҫару та пурнăҫа кĕрет»,  тесе каланă  хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕ проектсем  ҫинчен каласа кăтартнă.  Калăпăр, Раҫҫейре 2021 ҫута ял хуҫалăх таварне тирпейлесе кăларакансем валли ҫĕнĕ грант  виҫи пулать, вĕсене ял тăрăхĕсенче икĕ ҫул ытларах ĕҫлекен пĕчĕк предпринимательсем тивĕҫĕҫ. «Чи пысăк виҫе – 30 млн пулать.  Ку укҫапа проекта пурнăҫа кĕртнĕ чухне тăкакланнă  инвестици кредитне каялла  25 процент таран саплаштарма пулать», – тенĕ вице-премьер. 

Сăмах май, Сергей Артамонов ял хуҫалăх кооперативĕсене грант парса пулӑшасси регионта 2016 ҫултанпа хăватлăн пулса пырать тенĕ.  Ҫак тапхăрта пĕтĕмпе 14 кооператив пулăшăва  тивĕҫнĕ.  Халăх валли ҫĕнĕ 150 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. 

Канашлăва пухăннисем «Фермер шкулĕ» федераци проекчĕ  Чăваш Республикинче пурнăҫа епле кĕнине те сӳтсе явнă. Конкурса хутшăнмалли ĕҫ хучĕсене раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуҫтарма тытăннă.  Енчен те ăмăртусенче мала тухсан, патшалăх енчен пысăк пулăшу пуласси куҫкĕретех.  Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ҫамрăксен тарăн пĕлӳ парассишĕн специалистсем кулленех тăрăшаҫҫĕ.  Сыр, ҫырла таврашне  епле хатĕрлесе тирпейлесе кăларассипе тĕрлĕ ыйтусене тарăн тишкереҫҫĕ.  Ку енĕпе мĕнпур тăкака Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕ хăй ҫине илет. Апла пулсан, кашни ҫын хăйĕн ĕмĕтне пурнăҫлама пултарать.   

 Ял хуҫалăх предприятийĕсен ертӳҫисем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă, хăйсен ҫитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă.   Хăшĕсем предприятисене электронлă майпа регистрацилеме сĕннӗ, ĕҫе кун пек йĕркелесе пырсан таварсене халăх патне посредниксемсĕрех кăшт пĕчĕкрех хаксемпе ҫитерме май пулать тенĕ вĕсем.  Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илсе пурнăҫа кĕртсен аван пулнă пулĕччĕ тенĕ ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе тимлекен ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж



17 декабря 2020
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter