Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăн коррупципе кĕрешес ĕҫе йĕркелекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

В Чувашии возрос уровень организации работы по противодействию коррупцииДекабрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăн коррупципе кĕрешес ĕҫе йĕркелекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ коррупци тăвас енĕпе туртăнакансене тӳрĕ ҫул ҫине тăма пулăшакан мероприятисене халăх хушшинче ытларах та ытларах сармаллине каланă.

Саккунсене пăхăннипе пăхăнманнине Чăваш Республикин прокуратура ĕҫченĕсем ҫивĕч тĕрĕслесе тăраҫҫĕ.  Республикăри муниципаллă пĕрлешӳсенче ку ыйтупа мĕнле ĕҫлени-не тĕрĕслев тунă ятарлă служба ĕҫченĕсем. Комисси ларăвĕнче ҫав кăтартусемпе про-куратурăра тăрăшакан  пай ертӳҫи тĕплĕн паллаштарнă. Профилактика ĕҫне туллин тата вăхăтра ирттерес тĕллевпе, коррупци тӗслӗхӗсене тупса палăртас тесе республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Адми-нистрацийĕпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫлеҫҫĕ. 

«Пĕтĕмĕшле илес пулсан, республикăра коррупци ҫулне пӳлес тӗллевпе йĕркеленĕ профилактика  ĕҫĕсен йышĕ ӳсни куҫкĕретех», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин прокуратуринче тĕрĕслевпе асăрхав уйрăмĕн пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Денис Васильев.  

Хӑйсен тивĕҫне йĕркене пăсса пурнăҫлакансем пур-пĕрех пуррине палăртнă ятарлă служба уйрăмĕн пай пуҫлăхĕ. 

Калăпăр, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пĕр ял поселенийĕнче нумай ачаллă ҫемьене хваттере Шупашкар хулинчи хакпа туянма сĕнни.  Ку енĕпе пысăк ҫитменлĕхе тупса палăртнă специалистсем тесе хыпарланă прокуратура ĕҫченĕ.

«Кун пек йĕркесĕрлĕхсене вăхăтра тупса, явап тыттармалла», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн коррупцие хирĕç политикăна пурнăçлакан пайĕн пуçлăхĕ Петр Куприн анонимлă майпа йĕркелесе ирттернĕ тĕслĕхсем пирки каласа кăтартнă, ҫитменлĕхсем ҫинчен хыпарланă. Ыйту-хурав мелĕпе ятарлă ĕҫсем те ирт-тернĕ тенĕ вăл. Кăтартусем тĕрлĕрен, халăх коррупцине хирĕҫ пулни сисĕнет тенĕ вăл. Тĕпчев кăтартăвĕсем ҫапларах: респондентсен 83 проценчĕ юлашки вăхăтра коррупципе ҫыхăннă лару-тăрăва лекмении куҫкĕретех. Ҫав вăхăтрах 59 процент хăйсен пурнăҫĕнче коррупципе пĕрре те тĕл пулманни сисĕнет тенĕ вăл. 

Ларура комисси членĕсем коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе 2021 ҫул валли йĕркеленĕ плана та пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Фоторепортаж



17 декабря 2020
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter