Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, саккунсӑр сăрă схемăпа ĕҫлекенсе чакарас ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси ларăвĕ иртнĕ

С начала года долги по зарплате в Чувашии уменьшились на 45%Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, саккунсӑр  сăрă схемăпа ĕҫлекенсе чакарас ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси ларăвĕ иртнĕ.  Кун йĕркинчи ҫивĕч ыйту – ĕҫ укҫи тӳлес енӗпе пухӑннӑ парăмсене чакарасси. 

Ҫулталӑк пуҫланнăранпа Чӑваш Енре ӗҫ укҫи енӗпе парӑм 45% чакнӑ.

"Ӗҫ укҫи енӗпе пухӑннӑ парӑмсен калӑпӑшӗ 16,2 млн тенкӗ сахалланнă", – пӗлтернĕ Чӑваш Республикин Патшалăх ӗҫлев инспекцийĕн ертӳҫи – Чăваш Республикин пат-шалăх тĕп инспекторĕ Алексей Метёлкин.

Уйӑх пуҫламӑшӗнче парӑм пур тата 7 организацие шута илнĕ. Вӗсен хӑйсен ӗҫченӗсене 20,2 млн тенкӗ тӳлемелле. Вӗсемпе ӗҫ малалла пырать.

Ҫавӑн пекех саккунсӑр ӗҫлеве чакарас, таксипе турттарас ӗҫ рынокне ҫивĕч тĕрĕслеве илес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку сферӑра тӗрӗслеве вӑйлатма сӗннӗ.

Фоторепортаж



17 декабря 2020
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter