Чӑваш Енре "Ҫулталӑк ҫемйи-2020" конкурса пӗтӗмлетрĕҫ

В Чувашии подвели итоги конкурса «Семья года-2020»Раштав уйăхĕн 18-мӗшӗнче  Чӑваш Енре "Ҫулталӑк ҫемйи-2020" конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланă, мала тухнисене наградăсемпе хавхалантарнă.  Кăҫалхипе конкурс 16-мĕш хут иртнĕ.  Ăмăртăва республикăри мĕнпур районпа хуларан чи пултаруллă та ăста  ҫемьесем хутшăннă. Ку хутĕнче вĕсен йышĕ 105е ҫитнĕ, финала 28-шĕ тухнă.  

Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫулсерен иртекен конкурс финалне Интернет анлӑхӗнче кăтартнă, ăна кашниех пăхма пултарнă.

Видеоҫыхăну мелĕпе ирттернĕ савăнăҫлă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ Наталья Алексеевна хутшăннă.  

"Конкурс кăҫалхипе 16-мӗш хут иртрĕ. Унта виҫӗ пине яхӑн ҫемье историне кӑтартса панӑ. Кашни ҫирӗп ҫемье общество  тĕрекĕ, патшалӑх никӗсӗ.  Конкурса хутшăнса финала тухнă ҫемьесене чун-чӗререн тав тӑватӑп. Ăмăртусене хутшӑнакансем тепӗр ҫул тата ытларах пуласса шанатӑп", – палӑртнă республика Пуҫлăхĕ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Артемьевсен ҫемйи "Ҫулталӑк ҫемйи–2020" республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнă. Юрий Аркадьевичпа Альбина Олеговна мӑшӑрсем 21 ҫул  пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаҫҫĕ. Вĕсем виҫӗ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ.

Тивӗҫлӗ наградӑна ҫӗнтерӳҫӗ-ҫемьесем тата пилӗк номинацире тивӗҫнĕ. "Социаллӑ яваплӑ ҫемье" диплома Ҫӗмӗрле хулинчи Кудрявцевсен ҫемйи тивӗҫнӗ. "Туслӑ ҫемье" номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Алексеевсен ҫемйи палăрнă. Шӑмӑршӑ районӗнчи Юмановсене чи пултаруллă ҫемье тесе хакланă, Куславкка районӗнчи Шулаевсен ҫемйине – чи ӗҫченни тесе палăртнă. "Спортпа туслă ҫемье" ята Шупашкар  хулинчи Васильевсен ҫемйине панă.

Фоторепортаж



18 декабря 2020
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter