Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Потребительсен прависене хӳтĕлекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

В Чувашии разработают план работы по защите прав потребителейРаштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Потребительсен прависене хӳтĕлекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ.

Унта хутшӑнакансем вак суту-илӳ сферинче паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерес ыйтӑва сӳтсе явнă.

Кăшăл вирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ сахал мар мерӑсене пурнӑҫланӑ тапхӑрта онлайн-коммерци вăй илчĕ.  Республикӑра 500 ытла интернет-магазин йӗркеленнине хыпарланă Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн  ҫумĕ – Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов.

Хальхи нормативлӑ база дистанци туянӑвӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур йывăрлăха татса пама ҫителӗксӗр пулнине асăннă канашлăва пухăннисем.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  мĕнпур ыйтăва шута илме тата потребительсен прависене хӳтӗлес ӗҫӗн ҫивӗч планне туса хатӗрлеме хушнӑ.

"Потребитель рынокӗн улшӑнакан аспекчĕсем урӑх майсем ыйтаҫҫӗ. Хальхи  пурнăҫ таппин тренчӗсене шута илмелле. Унсӑр пуҫне граждансен ыйтăвĕсемпе  ĕҫлеме общество организацийӗсене явӑҫтармалла», - палӑртнă вăл.

 Ҫавӑн пекех регион операторӗн ӗҫне, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ыйтăва пӑхса тухнӑ.

Халӗ Чӑваш Енре ТКОпа ҫыхӑнмалли территори  схеми улшӑнать. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ку тӗлӗшпе тӗнчери практикӑна шута илме хушнӑ. Ҫӗнетнӗ схемӑна пысӑк калӑпӑшлӑ ҫӳп-ҫап пухăнакан вырăнсем валли тата ӑна турттармалли, малалла утилизацилемелли йĕркесене кӗртме палӑртнӑ. "Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли центрсене тăвас ĕҫе хăвăртлатмалла, ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухмалли тата тирпейлемелли  условисем хатĕрлесе тăратмалла", - тесе каланă Олег Николаев.

Фоторепортаж



18 декабря 2020
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter