Раҫҫей Президенчӗн пресс-конференцийӗ ҫинчен Чӑваш Ен журналисчӗсем хăйсен шухăшĕсене палăртаҫҫĕ

Александр Козлов, главный редактор Батыревской районной газеты «Авангард»:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин çуллен иртекен пресс-конференцире коронавирус пандемийĕ тĕнчипех тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратни пирки уççăн каларĕ. Çав вăхăтрах çак чире пула Раççейре производство калăпăшĕ, ĕç вырăнĕсемпе çынсен тупăшĕ чакнине те пытармарĕ. Европăри вăйлă аталаннă çĕршывсене, Америкăна тата та вăйлăрах ура хунă иккен çак амак.

Эппин, Раççей çыннисем вăйлăрах: çухалса кайман. Пачах урăхла, пĕр тĕвве пĕрлешсе чире хирĕç тăма пултарнă, паянхи кун та парăнтарма тăрăшаççĕ. Никам та  пĕлмен амака хирĕç вакцинăна та пирĕн çĕршыврах шутласа кăларнăшăн епле мăнаçланмăн; Е тата çак тапхăртах 131 миллион тонна тырă туса илни паттăрлăх мар-и; Патăрьел районĕнчи çĕр ĕçченĕсем те калама çук пысăк тухăç - гектартан 35 центнер пухса кĕртме пултарчĕç. Халиччен Юхмапа Пăла тăрăхĕн хура çĕрĕ çакнашкал тыр-пул çитĕнтерменччĕ. Çав вăхăтрах çăкăр хакĕ ÿснишĕн Раççей Президенчĕ те тĕлĕннине пытармарĕ, çывăх вăхăтра лару-тăрăва татса пама шантарчĕ. Медиксен, волонтерсен ĕçне çĕршыв Ертÿçи чун-чĕререн тав туни те кăмăла çĕклет.

Николай Малышкин, главный редактор Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин видеоконференци мелĕпе ирттернĕ пресс-конференцире тĕрлĕ регионтан панă вуншар ыйтăва тулли хуравсемпе çирĕплетрĕ: уйрăм çын шăпинчен пуçласа «сивĕ» вăрçă таранах. Шалти туризм проблемине çĕкленĕ май, пулăшу, паллах, Чăваш Енри муниципалитетсене те кирлех. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче, тĕслĕхрен, «Псовая охота» патшалăх питомникĕ тĕрлĕ регионти туристсене йышăнать. Унăн пурлăх никĕсне тĕреклетсен майсем татах та анлăланĕç.

Таса шывпа тивĕçтересси чылай чăваш ялĕнче те çивĕч тăрать. Патшалăх пулăшăвĕсĕр ăна татса пама хĕн. Ачаллă çемьесен тÿлевĕсем пирки уççăнлăх кирлĕ – социаллă службăсем кирлĕ информацисемпе вăхăтлă паллаштармаççĕ...

Людмила Шурекова, главный редактор газеты «Канаш»:

- Тĕп калаçу, ман шутпа, коронавирус пандемийĕпе çыхăнчĕ. Больницăсене, аптекăсене эмелсемпе тивĕçтересси, врачсене хушма укçа тÿлесси, вакцинаци тăвасси пирки анлă калаçу пулчĕ. 

Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине çĕнетессипе ĕçсем пурнăçланаççĕ. Регионсене çĕнĕ санитари машинисем килме пуçланă. Сăмах май, çак кунсенче Чăваш Ен 53 санитари машини туяннă: 24 «Ларгус» тата 29 «Нива». Çак шутран икĕ çĕнĕ «Нива» Канаш районĕн тĕп больницине килнĕ. Врачсене хушса тÿлессипе хăш-пĕр тăрăхра çивĕч ыйтусем сиксе тухаççĕ пулсан пирĕн республикăра ку темăна çирĕп контроллесе тăраççĕ.

Тавар хакĕсене те çĕклерĕç. Кăçал çĕршывра тыр-пул туса илесси рекордлă шая çитнĕ: 134 млн тонна таран. Пирĕн республикăра та ку енĕпе лайăх кăтарту. Канаш районĕ Чăваш енре иккĕмĕш вырăна тухнă. 20290 гектар çинчен 70723 тонна тĕш тырă пухса илнĕ. Гектартан илнĕ вăтам тухăç - 35 центнер.  

Тырă, хĕвел çаврăнăшĕ нумай пулин те çăкăр, тип çу хакĕсем палăрмаллах ÿснĕ. В. Путин Правительствăна хаксем ÿсессине чакарма тивĕçлĕ мерăесм йышăнма хушнă, уйрăммăн илсен тип çупа сахăр тĕлĕшпе. 

Алевтина Ефремова, главный редактор Комсомольской районной газеты «Каçал ен»:

- Тăватă сехет çурă тăсăлнă пресс-конференцире пурнăçри кашни сферăна пырса тивекен  ыйту пулчĕ. Вĕренĕве, культурăна, сывлăх сыхлавне, экологие, çул-йĕрпе транспорта, ял хуçалăхне, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва, аталанăва, малашлăха пырса тивекен ыйтусем чăннипех те халăхшăн çывăх. Мана уйрăмах, ачасен амăшне, çемьесене тимлĕх уйăрни хавхалантарать. Владимир Владимирович ачаллă çемьесене çăмăлăх кÿрес енĕпе ятарлă  программа хатĕррине пĕлтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ачаллă çемьесене тивĕçлĕ пулăшу пулатех. Çĕнĕ çул тĕлне 7 çулчченхи ачаллă çемьесене 5 пин тенкĕ парса пулăшни те кашнишĕн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.

Тĕплĕнрех 

 



18 декабря 2020
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter