Чӑваш Енре тӗрӗ наци шкулӗ уҫӑлсан Аслӑ Британи Королевствин Лондонри ал ӗҫ шкулӗн паха ĕҫ опытне тĕпе хума палăртнă

Опыт Великобритании будет использован при возрождении национальной школы вышивки в ЧувашииРаштав уйăхĕн  1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Аслӑ Британи Королевствин Лондонри ал ӗҫ шкулӗн представителĕпе видео-ҫыхăнăва тухнă. Уҫă калаҫăва регион Пуҫлăхĕпе пĕрле палăртнă шкулăн ертӳҫи Сьюзан Кей-Уильямс хутшăннă.   Ҫавăн пекех тĕлпулăва Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова килнĕ.

Калаҫăва пуҫланă май, чи малтанах Олег Николаев Сьюзан Кей-Уильямса паха ĕҫ опычĕ пирки каласа пама кăмăл тунишĕн мухтаса тав тунă.  Алă ĕҫ ăстисен Пĕтĕм тĕнчери пысăк центрсенчен пĕри шутланать ҫак шкул.

Республика Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче чăваш историйĕнче тĕрĕ калама ҫук пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хыпарланă.  Ăстаҫăсем хăйсен пултарулăхне ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе пынине, тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине аталантарма витĕм кӳнине палăртнă.  Чăваш культурине вăй илтерес тĕлĕшпе, 2020 ҫулта ҫĕнĕ уяв йышăнса хăварнине, Чăваш тĕррин кунĕ тесе палăртса указа алă пусса ҫирĕплетнине те хыпарланă ăстаҫăна.

«Пирĕн тĕрĕсем тĕнчипех сарăлнă тесен те йăнăш мар. Кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ «варкăш ҫил» пек хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хитре те илĕртӳллĕ тĕрĕсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Паянхи куна илес пулсан, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашма тĕрлĕ условисем пур», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Сăмах май, тĕрĕ тĕрлеме витĕм кӳрекен ятарлă методика хатĕрĕсем калăпланасса та ырă хыпара пĕлтернĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене ăша хывса пурăнма вĕрентсе пырсан, вĕсем ӳссе ҫитĕнсен, паллах пысăк ăстаҫăсем пуласси пирки те пĕрре те иккĕленмĕпĕр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Ҫĕршыври тĕрлĕ халăхăн тĕрĕ пуянлăхне туймалла, ăна пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн те тăрăшсан аван. Кун евĕр ĕҫсене пурнăҫлама шут тытни паха пуҫару тенĕ вăл.  

«Чăваш тĕррин тĕп вăрттăнлăхĕ – кашни орнамаентра чăвашсен хăйне евĕр пĕчĕк тĕнчи.  Кашни тĕрĕ кирек-мĕне те пулин сăнарлать.  Унăн тарăн пĕлтерĕшне ăша хывма хистет.  Тĕрĕ тăрăх ăс-хакăл тĕнчине, пуянлăха, тавракурăмлăха хаклама пултарайнă», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Светлана Каликова.   

Сьюзан Кей-Уильямс   хăйне пысăк тав сăмахĕсем каланăшăн мăнаҫланнă, каялла хăй те ертрӳҫĕсене чун-чĕререн ăшшăн саламланă.  Алă ĕҫ ăстисен паха тĕррисем кулленхи пурнăҫра тарăн йĕр хăварнине, вăл тытăма упраса хăварассишĕн тăрăшса ĕҫленине асăннă вăл.  Вĕсем чылай тĕрĕсене тĕпченине, вĕсен уйрăмлăхне тишкерсе пынине асăннă сăмах май.  Чăваш тĕрри пирки те вĕсем кăсăкланаҫҫĕ, кун пирки савăнса пĕлтернĕ ҫӳлерех палăртнă шкулăн ертӳҫи.

«Пирĕн ятарлă база хатĕрленет. Унта эпир мĕнпур хыпарсене пухатпăр.  Сирĕн ăстаҫăсем пирки те вăл базăна кĕртсе хăварма тăрăшăпăр. Чăваш халăхăн ĕҫ опычĕ пуян, вĕренмелли чылай сирĕнтен», - тесе каланă хĕрарăм.   

Аслӑ Британи Королевствин Лондонри ал ӗҫ шкулӗ пек ятарлă учреждени регионта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Наци шкулне пуҫарса яни пулас ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă вăл. Аслӑ Британи Королевствин Лондонри ал ӗҫ шкулӗ пирĕншĕн тĕслĕхре пулнине каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Калаҫăва вĕҫленĕ май, икĕ ен пĕрне-пĕри асăнмалăх парнесем парса хавхаланнă. Аслӑ Британири шкула Чӑваш Ен чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнеке, Константин Ивановӑн хайлавӗсене виҫӗ чӗлхепе куҫарнӑ кӑларӑма парнеленӗ, Сьюзан Кей-Виллиамс 15-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи куна ҫитнӗ тӗрӗ ҫӗввисен пуххине Шупашкара ӑсатнӑ.     

Фоторепортаж



02 декабря 2020
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter