Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионти строительство комплексӗн организацийӗсен ертӳҫисемпе пысӑк канашлу ирттернӗ

Олег Николаев провел совещание с представителями строительной отрасли Чувашии2020 ҫулта раштав уйăхĕн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионти строительство комплексӗн организацийӗсен ертӳҫисемпе пысӑк канашлу ирттернӗ. Ларăва Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, министерствӑпа ведомствӑсен представителӗсем, муниципалитетсен администрацийӗсен, архитекторсемпе проект тата банк организацийӗсен ертӳҫисем хутшӑннă.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев ҫӗршыв Президенчӗ строительство отраслӗ умне  пысăк тĕллевсем лартнине каланă. 2030 ҫул тĕлне пĕтĕмĕшле Раҫҫейре 120 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута яма плана кĕртнине те хыпарланă. Ҫак кӑтартӑва пурнӑҫлама  тĕрлĕ программăсем витĕм кӳрĕҫ. Федераци центрĕнчен инфратытăма аталантарма сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланнине те палăртса хăварнă вăл.

Унсӑр пуҫне, халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думинче федерацин 1023225-7 № - лӗ саккунӗн проектне «Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексне Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» сӳтсе явас ĕҫ пырать, унта территорине комплекслӑ аталантармалли пӗр механизма туса хурассине палăртнă. Олег Николаев саккун проектне реноваци программипе  Мускавра пурнӑҫланӑ тенĕ, ҫак опыт вара пӗтӗм ҫӗршыва сарӑласси те куҫкĕретех тенĕ сăмаха ҫавăрса.

"Ахӑртнех, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫак саккун проекчӗн нормисене шута илмеҫҫӗ, анчах пӗчӗк хуласем валли пĕлтерĕшлĕ пулĕҫ. Кунта тепӗр йывӑрлӑх  та пур – халлӗхе унта питӗ пӗчӗк ыйту. Пирӗн сирӗнпе республикӑн хула строительствин, экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене тишкермелле, ҫав территорисем те пурӑнма илӗртӳллӗ пулччӑр. Ҫитменнине тата пӗчӗк хуласем пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине тата ипотекӑна аталантарма хавхалантармалли тӗрлӗ программӑсене ытларах та ытларах хутшӑнаҫҫӗ", палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, кӑҫалхи 11 уйӑхра, малтанхи хаклав тӑрӑх, 474 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ, ҫакӑ пӗлтӗрхипе пăхас пулсан 93% танлашать. Ҫав хушӑрах нумай хваттерлӗ ҫуртсен строительствин калӑпӑшӗ 9 процент сахалланнă, 341 пин тӑваткал метр чухлӗ чакнӑ, уйрӑм пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшӗ 1,7% , 133 пин тӑваткал метр чухлӗ ӳснӗ. Малтанхи хаклав тӑрӑх 2020 ҫулта пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янин калӑпӑшӗ 601 пин тӑваткал метр шутланать.

"Хальхи вӑхӑтра строительство стадийӗнче 797 пин тăваткал метр чухлĕ калăпăша шута илнĕ,  пурĕ нумай хваттерлĕ 86 ҫурт пурнăҫа кĕрĕ",  тесе пӗлтернĕ Чӑваш Ен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев. Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче 22 проект пурнӑҫла кĕрсе пырать.  Паянхи куна 1,9 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр туса лартнӑ ӗнтӗ.

Александр Героев ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин рынокӗнче ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫал ипотека илессипе халăх та активлă ĕҫленине каланă.   Раҫҫей Тӗп банкӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 9 уйӑх хушшинче республикӑра 13 пине яхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр кредитне 24,6 миллиард тенке яхӑн панӑ.

2021 ҫулта республикӑра ипотека кредичӗсене уйӑрса паракан субсиди енӗпе хушма программа хута ярĕҫ. Ҫак тӗллевсем валли 2021-2024 ҫулсенче бюджет укҫи-тенкине 555,5 млн тенкӗ яма палӑртнӑ. Ҫавна май пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин хӑвӑртлӑхӗ ӳсесси те куҫкĕретех пулĕ.

Фоторепортаж



02 декабря 2020
17:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter