«Пӗрремӗш канал» чӑваш театрӗн ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн Николай Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» спектаклӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери пысӑк фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Унӑн режиссерӗ – Мускаври Владимир Беляйкин режиссер. Фестивальте чӑваш спектаклӗ «Чи лайӑх музыка спектаклӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.

Фестивальти ӗҫсене Мускаври кӗпӗрне театрӗнче ӗнер пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие асӑннӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи – Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков йӗркеленӗ. Фестивале вӑл 2018 ҫулта пуҫарнӑ.

Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене 6-16 ҫулсенчи ачасенчен тӑракан тӳресем хакланӑ. Вӗсем — актер студийӗсене ҫӳрекенскерсем, музыкантсем, спорстменсем, пӗтӗм ҫӗршыври Олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем.

Фестивале хупни ҫинчен хатӗрленӗ репортаж «Пӗрремӗш канал» телеканалпа паян ирхине «Доброе утро» (чӑвЫрӑ ир) кӑларӑм эфирӗнче пулчӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑскен театрӗн директорӗ Елена Николаевӑна тата «Шинель» спектаклӗн режиссерне Владимир Беляйкина кӑтартрӗҫ. Режиссер чӑваш артисчӗсемпе ӗҫлеме питӗ килӗшнине пӗлтерчӗ.

 



https://www.chuvash.org/news/27125.html
02 декабря 2020
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter