Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх органӗсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынине нумайӑшӗ пӗлет. Чылай чухне ҫак служба ӗҫченӗсен паттӑрлӑхӗ, харсӑрлӑхӗ, теветкеллӗхӗ ҫын куҫне курӑнмасть. Шӑпах сирӗн профессионализм, чӑтӑмлӑх, кирек епле кӑткӑс лару-тӑрура та ҫухалса кайманни пирӗн ҫӗрышвра пурӑнакан миллион-миллион ҫынна хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерет, Конституци тытӑмне сыхлать, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлет.

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен сотрудникӗсен вӑй-хӑвачӗ, ӑс-тӑнӗ, чи пӗлтерӗшли – вӗсем Тӑван ҫӗршыва юратни тата парӑнни – паян ятарлӑ служба ӗҫ-хӗлӗн, терроризма, преступноҫа, коррупцие хирӗҫ тӑрассин, тухӑҫлӑхне ӳстерет.

Сире ӗҫе чунран парӑннӑшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн, тӑнӑҫлӑха упранӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ яваплӑ службӑра ӑнӑҫу сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                  Олег Николаев



20 декабря 2020
12:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter