"Белые камни" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта Чӑваш Республикин муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем валли вӗрентӳ семинарĕсем иртнĕ

Главы районов и городов Чувашии проходят обучение современным компетенциямҪак  кану кунĕсенче "Белые камни" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта Чӑваш Республикин муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем валли вӗрентӳ семинарĕсем иртнĕ.

Сити-менеджерсемпе вӗсен ҫумĕсем валли лекцисемпе тренингсем ирттернĕ. Семинара пухăннисем влаҫ органӗсенче ҫынсемпе хутшӑнса ӗҫлес, лидер пахалӑхӗсене аталантарас, хӑйсен ĕҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес ыйтусене  тарăн тишкернĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, вӗрентӳ формачӗ ертӳҫĕсене республика умӗнчи тӗллевсене пурнăҫлама, пӗр-пӗрне ӑнланма май парать, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрин паха ĕҫ опычĕпе паллашма витĕм кӳрет.

"Пурне те паллӑ: ӗмӗр пурӑн – ӗмӗр вӗрен. Юлашки вӑхӑтра улшӑнусем питӗ хӑвӑрт пулса иртеҫҫӗ. Кун пек лару-тӑрура вара ертӳҫӗсен пӗр пек шухӑшламалла, питӗ хӑвӑрт улшӑнма пӗлмелле. Паллах ӗнтӗ, ҫакна тума пирӗн пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланмалла", – палӑртнă республика Пуҫлăхĕ.

Аса илтеретпӗр, районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем валли семинар-канашлусем ирттересси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче нумаях пулмасть ҫĕнĕ пуҫ­лăхсем ĕҫлеме пуҫланипе ҫыхăннă. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче хыпарланă.

Фоторепортаж



21 декабря 2020
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter