Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкăн йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ

У Года трудового подвига строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей появится официальная символика и сайтЧăваш Республикинче 2021 ҫула Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тума хутшăннă паттӑрсене  халалланă. Раштав уйăхĕн 18-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев   Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкăн йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. "Кӑҫал чылай пысӑк ӗҫ тунă. Ҫак ӗҫе хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калатăп», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлӑхӗ. «Чи кирли, ман шутпа, эпир федераци программине кӗни. Чӑваш Республикинче совет халӑхӗн паттӑрлӑхне халалланӑ монумент ҫитес ҫул хута каясси те пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра конкурс пырать", – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă мероприятисен "ҫул картти" ҫинчен Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова тӗплӗн каласа панă. Çав çулталăкăн брендбукĕпе логотипне, ĕç паттăрлăхне тунăранпа 80 çитнĕ ятпа медаль хатĕрлес, федераци шайĕнче палăк хăпартас, документ-ӳнер фильмĕ ӳкерес тĕлĕшпе конкурссем пĕлтернĕ тесе хыпарланă вăл. "Эпир 40 ытла заявка илтӗмӗр. Чӑваш Енри художниксемпе дизайнерсем кӑна мар, Мускаври, Тутарстанри, Пенза облаҫӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те хатар хутшӑнчӗҫ", – тесе каласа панă министр.

Чӑваш Республикин Информаци политикин министерстви Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тума хутшăннă паттӑрсене  халалланă пӗрлехи информаци ресурсне туса хурас ӗҫе малалла тӑсать. Сайта туллин хыпарсемпе тултарма Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗ, вӗренӳ учрежденийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хутшӑнӗҫ. Сайтра "Геройсем" ятлă кӑсӑклӑ уйрӑм пулӗ, унта оборона рубежӗ тӑвакансем ҫинчен калакан информацие вӗсен ҫывӑх тӑванӗсемпе хурӑнташӗсем вырнаҫтарма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев асӑннӑ мероприятисем кăсăклă пулмаллине палăтнă. «Пирĕн тĕллев тавра курăма анлăлатакан тата асра юлакан мероприятисем ирттересси. Хӳтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалласа тăвакан объектсем республикăра пурăнакансене çеç мар, туристсене те илĕртессе шанатпăр», тенĕ вăл.  

Фоторепортаж



21 декабря 2020
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter