Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе - Энергетик кунĕпе - саламлатăп!

Энергетика комплексĕ регион экономикинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унăн аталанăвĕнчи ăнăҫулăх пысăк квалификациллĕ специалистсен ĕҫĕнчен нумай килет. Вĕсен вăйĕпе генераци хăвачĕсем хута каяҫҫĕ, ҫĕнĕ йышши технологисем ĕҫе кĕреҫҫĕ, предприятисен производствăпа техника никĕсĕ пуянлатать.

Ҫакă халăха тата промышленноҫ производствине энергипе вăхăтра тата хăрушлăхсăр тивĕҫтерме май парать.

Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тата унăн халăхĕшĕн куллен тăрăшнăшăн тав тăватăп. Сирĕн умра - ҫĕнĕ тĕллевсем. Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме ҫирĕп сывлăх, ырлăх тата телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                  Олег Николаев    



22 декабря 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter