Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернĕ

В Чувашии появится региональная программа снижения доли населения с доходами ниже прожиточного минимумаРаштав уйăхĕн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикинче пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗнчен те сахалтарах илсе пыракансен йышне чакарассипе ĕҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернĕ.

"Чӑваш Республикинче пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк тупӑшран сахалрах илекенсен йышне чакарасси" регионти программӑн проектне 2030 ҫулччен палӑртнӑ.

Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова документ 12 тӗллевлӗ кӑтартупа вӗсене пурнӑҫламалли мероприятисен пысӑк комплексӗ пулни ҫинчен каласа панă.

"2030 ҫул тӗлне патшалӑхӑн социаллӑ контракчӗн адреслӑ социаллӑ пулӑшу ӗҫӗн пайӗсене 13,3 процентран пуҫласа 34,2% таран ӳстерме палӑртаҫҫӗ; халӑхӑн укҫа - тенкӗ тупӑшӗсем тата организацисен ӗҫченӗсен чӑн ӗҫ укҫин ӳсӗмӗ пуласси сисĕнĕ", - палӑртнă министр.

Олег Николаев, программа шайӗнче тата пысӑкрах тӗллевсем лартма тата вӗсене пурнӑҫлама чӗнсе каланӑ.

Ларура ҫавӑн пекех ӗҫлӗ халӑхӑн йышне 2019 ҫул шайне ҫитерме палӑртнӑ мерӑсен комплексне те пӑхса тухнӑ. Вӑл 92 инвестици проектне пурнӑҫланӑ шайра ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хурассине, ӗҫ хутшӑнӑвӗсене уҫăмлатас тата саккунсăр майпа ĕҫлекенсен шутне чакарассине, ҫавӑн пекех халӑха ӗҫпе тивӗҫтермелли хастар политикӑна туса хурассине пӗлтерет.

Чӑваш Ен  ӗҫлев министрӗн  каланӑ тӑрӑх, регионти ӗҫ рынокӗнче халӗ тирпейлекен производствӑсен сферинче специалистсем кирлӗ, строительство профессийӗсем те актуаллă пулнине палăртнă. 

Ҫавӑн пекех Алена Елизарова Чӑваш Енӗн социаллӑ контрактне пурнӑҫламалли практикине Раҫҫей  Федерацийĕн Ӗҫлев министерствипе Федераци Канашӗ ҫак пилот проектне хутшӑннӑ регионсенчен пӗри тесе палӑртни ҫинчен те каласа панă.

Пӗчӗк тупăшлă граждансене 2020 ҫултан пуҫласа социаллӑ пулӑшу пама тата предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне йӗркелеме граждансене професси пӗлӗвӗ тата предпринимательлӗх ӗҫӗ-хӗлне йӗркелеме  тĕрев пама йышăннă. Чӑваш Ен Ӗҫ министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа 4900 ытла социаллӑ контрактсене 351 млн тенкӗ чухлӗ ҫирӗплетнӗ.

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе тĕрев памалли формӑна адрес пулӑшӑвӗпе майсем туса пама пулӑшакан тӗп инструментсенчен пӗри шутланать. "Социаллӑ контракт урлӑ эпир ҫынна тупӑш ҫеҫ мар, малалла та вăй илсе пыма майсем туса паратпăр", - тенĕ вăл.



22 декабря 2020
17:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter