Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вӑрнар район администрацийĕнче канашлу ирттернӗ

Олег Николаев поручил разобраться с обеспечением теплом жителей ВурнарРаштав уйăхĕн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вӑрнар район администрацийĕнче канашлу ирттернӗ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем – ҫут ҫанталӑк газӗшӗн парăм пухăнни, ҫавӑн пекех ӑшӑпа тивӗҫтермелли объектсем тӗлӗшпе концесси килӗшӗвӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни.

"Йывăрлăх кăларса тăратнă лару-тӑру нумай ыйту  партарать. Вӗсем, чи малтан, ӑшӑ тивӗҫтермелли объектсене пӗр вӑхӑт каялла концессие панипе ҫыхӑннӑ. Концессие тытса тӑрас енчен вӗсен модернизаци тумалли хӑш-пӗр инвестицисене тивӗҫтермелле пулни палӑрать. Шел пулин те, ун пекки пулман. Лару-тӑру кивҫен илнӗ газшӑн парӑмлӑха пысӑклатать", – асӑрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.

Вӑрнар районӗнчи ҫут ҫанталӑк газӗшӗн  раштав уйăхĕн пуҫламӑшӗ тӗлне 18,6 миллион тенкӗ ҫитнӗ. Тӗп парăм – 18,2 млн тенкӗ – "ТеплоКомфорт" ТМЯО ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацийӗн шутланать, унпа муниципалитет концесси килӗшӗвӗ тунӑ. Организацие урӑх харпӑрлӑх тытса тӑнӑ чухне 2014–2015 ҫулсенче  парăм пухăннă. Хальхи вӑхӑтра парӑм йӗркеленнин сӑлтавне следстви органӗсем пӑхса тухаҫҫӗ.

Канашлӑва хутшӑнакансем инвестици шайӗнчи объектсен энерги тухӑҫлӑхне ӳстермелли, ҫавӑн пекех централизациленӗ ӑшӑпа тивӗҫтермелли тытӑмӑн объекчӗсен энерги тухӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗсене ӳстермелли майсене сӳтсе явнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев журналистсен комментарийӗсенче лару-тӑрӑва тӳрлетме тата ӑна кирлӗ русла яма пулӑшакан ятарлӑ йышӑнусем туни ҫинчен каласа панă.

"Тӗп тӗллев ӑшӑпа тивӗҫтермелли тытăма модернизацилес тата вӗсене пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлеттерес ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫлассине тивӗҫтересси. Концесси килӗшӗвне пурнӑҫлассине тивӗҫтерекен менеджмент инвестици программине тата пысӑкрах пурнӑҫлама пултартӑр тесе чылай йышӑну турӑмӑр", – палӑртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.



22 декабря 2020
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter