Телемедицина пункчӗсем уҫӑлаҫҫӗ

«Лесная сказка» (чӑвВӑрман хуҫалӑхӗ) республикӑн ача-пӑча санаторийӗнче телемедицина ҫыхӑнӑвӗн пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл васкавлӑ, кая хӑварма юраман тата планпа пӑхнӑ дистанци консультацийӗсем илме май парать. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе регионти тата федераци медицина центрӗсемпе ҫыхӑнма май парать.

Раштав уйӑхӗнче санаторинче пӗрремӗш телемедицина консультацине ирттернӗ. Ӳпке чирӗллӗ пӗчӗк пациента епле пулӑшасси пирки ун чухне тухтӑрсем И.П. Павлов ячӗллӗ Санкт-Петербургри патшалӑх медцина университечӗпе ҫыхӑннӑ.

Сӑмах май каласан, пирӗн республикӑри 26 пульницӑра хальхи вӑхӑтра 35 телемедицина пункчӗ ӗҫлет.



https://www.chuvash.org/news/27368.html
22 декабря 2020
19:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter