Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Правительство республики утвердило план мероприятий по подготовке и проведению празднования Дня Республики в 2021 году

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ, Правительство кăçал самай пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетнĕ, пурне те тав тунӑ, кăçалхи йышăнусем çитес çулхи ăнăçлă ĕçсен никĕсӗ пулса тӑнине палăртнă.

Республика кунне çитес çул ăçта уявласси паллă.  Тĕп мероприятисем Шупашкарта тата Çĕмĕрле районĕнче иртĕҫ. Шупашкарти экономика форумĕ, «Чикĕсĕр ĕçтешлĕх» форум, фейерверк тата ытти те - программа анлă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Вячеслав Борисов ун пирки пĕлтернĕ май ҫакна палӑртса хӑварнă: мероприятисем мĕнле форматпа иртессине пандемие шута илсе татса парĕç. 

Пĕр сăмахпа каласан, культура, спорт мероприятийĕсем чылай, вĕсене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ирттерме хушнă.  Уяв кунне халалласа республикăра тĕрлĕ ҫĕнĕ объектсем уҫăлĕҫ, инфратытăм ҫĕнелĕ. 

Чăваш Республикин ĕҫлев министрĕ Алена Елизарова регионăн пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă ҫынсен йышне 2030 çулччен чакармалли программипе паллаштарнă. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн 2030 çул тĕлне çĕршыври чухăнлăх шайне, 2017 çулхипе танлаштарсан, икĕ хут чакармалла. 2017 çулта ку кӑтарту 18,2% пулнă, вунă çултан, эппин, 9,2% пулмалла.

Чухăнлăха чакарасси чи малтан ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси çинче никĕсленмелле - программăра çакна тĕпе хунă. Пулăшу инструменчĕсенчен пĕри - социаллă контракт. Хăйсен ĕçне пуçарма, килти хушма хуçалăха аталантарма çак мелпе пулăшни ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен тупăшĕн çын пуçне тивекен виçине 3,1 пин ытла тенкĕлĕх ÿстерме халех май панă ĕнтĕ, ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлесшĕн. Çынсене ĕçе вырнаçма пулăшасси, çĕнĕ профессисене вĕрентесси, хăйсен ĕçне пуçарма хавхалантарасси - çак тата ытти мелсем чухăн ҫынсен йышне чакарма пулӑшмалла.

Кунсăр пуҫне Чăваш Республикин ĕҫлев министрĕ халăха ĕçе вырнаçма пулăшас ыйту ҫинчен калакан ĕҫ хучĕпе тĕплĕн паллаштарнă.  

Палăртса хăваратпăр, ку ыйтусене  хăшĕ-пĕрне нумаях пулмасть Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура та пăхса тухнă пулнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тӗплӗн сӳтса явнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

 

Фоторепортаж



23 декабря 2020
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter