Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗнчи Шри-Ланка Демократиллӗ Социализмлӑ Республикӑн Чрезвычайлӑ тата Полномочиллĕ Посолĕпе Мигахаланде Ламаванс Дурагепе тӗлпулу ирттернĕ

Чувашия и Шри-Ланка развивают двустороннее сотрудничествоРаштав уйăхĕн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Раҫҫей Федерацийӗнчи Шри-Ланка Демократиллӗ Социализмлӑ Республикӑн Чрезвычайлӑ тата Полномочиллĕ Посолĕпе Мигахаланде Ламаванс Дурагепе тӗлпулу ирттернĕ.

"Пирӗн ҫӗршывсем хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп аталанса пыраҫҫӗ, ҫакна эпир пӗр-пӗрин хушшинчи официаллӑ визитсен тата суту-илӳпе экономика кӑтартӑвӗсен кал-кал ӳсӗмӗнче куратпӑр. Ҫакӑ пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсене шӑпах Чӑваш Республики пек регионсенче шырамаллине калама май парать", - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Енсем суту-илӳпе экономика тата гуманитари сферинчи икӗ енлӗ ҫыхӑнӑва аталантарма шутланине палӑртнă.

Хӑнасен шухӑшӗпе, ҫавнашкал майсенчен пӗри экспорт карҫинккине диверсификацилени  пулса тӑма пултарать. Хальлӗхе ют ҫӗршывран килекен таварсен шутӗнче ытларах - чей тата пир-авӑр япалисем. Ҫав хушӑрах Шри-Ланка улма-ҫырла, тинӗс таварĕсене, ювелир хатĕрĕсене, ҫӑмӑл промышленность продукцине  те экспортлама та хатӗр.

Чӑваш Енре ют ҫӗршыв делегацине хими индустрийӗпе электротехника кластерӗн предприятийӗсен таварĕсем, медицина, вĕренӳ тытăмĕнчи ĕҫсем кӑсӑклантарнӑ.

"Пире республикăн тĕп хулипе кăна мар, регионсемпе те килӗштерсе ӗҫлесси кӑсӑклантарать", – палӑртнӑ Мигахаланде Дураге Ламаванса господин.

Пĕлме, пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ делегацин визит программи анлӑ. Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче хӑнасем "Техмашхолдинг", "Четра" тулли мар яваплӑ обществӑсенче пулнă. Чӑваш Республикин Ял хуҫалăх министерствипе, ЧР Суту-илӳпе промышленноҫ палатин, медицина организацийĕсен представителӗсемпе тӗл пуласси те кун йĕркинчех. Хӑнасем республикӑра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе раштав уйăхĕн 24-мӗшӗчченех пулӗҫ.

Фоторепортаж



23 декабря 2020
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter