«Вместе-Пӗрле!» пӗрлехи ҫемьере» фестивале хутшӑнакансене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

Олег Николаев приветствовал участников фестиваля «В семье единой «Вместе-Пӗрле!»

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Трактор тӑвакансен культура керменӗн Халӑх пултарулӑх центрӗнче «Вместе-Пӗрле!» пӗр ҫемьере» фестиваль пулса иртнĕ, ăна  Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  уява хутшӑнакансемпе хӑнасене ӑшшӑн саламланă. Уява килнисем фойере тӗп концерт программи пуҫланас умӗн тĕрлĕ куравпа паллашнă, нумай нациллӗ патшалӑх историйӗпе кăсăкланнă. «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» наци тумтирӗн кӑтар­тӑвӗ,  Чӑваш Ен наци культура пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх ушкăнĕсен юрри-ташши куракана хӑйсен илемӗпе тыткӑнланӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ ҫине тӗрлӗ чӗлхепе "ПӖРЛЕ!" тесе ҫырнӑ теттесемпе илемлетес ӗҫе хутшӑннă.

Пухӑннисене саламланӑ май Олег Николаев фестивале тӗрлӗ наци ҫынни хапăл туса хутшӑннине палӑртнă, Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫтнине халалласа регионта  чылай кăсăк мероприяти иртнине асăнса хăварнă. Тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăнни ĕҫлĕ ҫыхăнусене аталантарма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрет тенĕ.

 Палăртса хӑваратпӑр: ку хутĕнче те мероприятине хăрушсăрлăх мерисене ҫирĕп пăхăнса ирттернĕ.

  "Кăшăл вирус амакĕ пирӗн плансене тĕпрен улӑштарчĕ. Тен, ҫавна пула мĕнпур пулӑма  туллин палӑртаймарӑмӑр пулĕ, пур-пĕрех паянхи уяв эпир пуян пулнине кӑтартса парать. Кӑҫал сирĕнпе пĕрле пуҫланӑ ӗҫсене малалла тӑсасса шанатӑп. Хăшĕ-пĕрисене йăлана та кĕртсе пырăпăр-ха. Вӗсем пире пурӑнма, аталанма хавхалантараҫҫӗ, ырă ĕҫсем пуҫарма, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳреҫҫӗ", – тенĕ республика Пуҫлӑхӗ.

Мероприяти малалла Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, ҫавӑн пекех "Кострома" Вырӑс наци балечӗн концерт программипе тӑсӑлнӑ. Тӗнче шайӗнчи балет артисчӗсем халăха савăнăҫ парнеленĕ.

 

Фоторепортаж



25 декабря 2020
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter