2020 ҫулта чӑваш Енре хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелеме 366 млн тенкӗ тăкакланă

В 2020 году в Чувашии на формирование комфортной городской среды направили 366 млн рублей

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  "Хӑтлӑ хула хутлăхне йĕркелесси" регион проектне пурнӑҫлас енӗпе ĕҫлекен комисси ларӑвне ирттернĕ, наци проектне пурнăçланин кăтартăвĕсене тишкернӗ, çитес тапхăр валли палăртнă тĕллевсене пăхса тухнă.

«Чăваш Енре тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫсене планпа палăртнинчен  1,5 хут чылайрах пурнăҫланă.  Енчен те асӑннӑ планпа 25 объекта  ҫĕнетме пăхса хăварнă пулсан, пурĕ 37 обществăлла территорине тирпейлесе хăтлăлатнă.  Нумай хват-терлĕ ҫуртсен таврашĕнче пур ҫĕрте те тенĕ пекех тасалăх хуҫаланать.  Хӑтлӑ хула хутлăхне йĕркелес тĕлĕшпе пурĕ 366 млн тенкĕ тăкакланнă», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев.     

"Çурт-йĕр тата хула территорийĕ" наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хуласенчи обществӑлла территорисене хăтлăлатассипе  лайăх ĕҫлени куҫкĕретех, Федерацин Атăлҫи округĕнче Чăваш Республики ку енӗпе ытти регионсемпе танлаштарсан хисеплĕ пĕрремĕш вырăна тухнă.

Паян канашлăва пухăннисем тавралăха тирпей-илем кĕртес енӗпе ĕҫсем мӗнлерех йӗркеленсе пынине тӗплӗн сӳтсе явнă, уйрăмах Етĕрне, Улатăр, Канаш тăрăхĕсенчи лару-тăру пирки чарăнса тăнă. 

Ҫитес ҫулхи  план та пысăк,  22 - обществăлла территорине тирпей-илем кĕртме тĕллев лартнă.  «Ĕҫсене лайӑх шайра пурнăҫлас тесен проектсене малтан халăхпа сӳтсе явмалла, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла.  Кун пек чухне ҫынсем мĕн кĕтнине лайӑхрах пĕлме пултаратпӑр, йăнăшсем те пулмĕҫ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Комплекслă проектсене пурнăҫлама тавралăха тирпей-илем кĕртмелли ытти тĕрлĕ программăпа та усӑ курма чĕнсе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Тепĕр тесен, паха ĕҫ опычĕсене ытларах муниципалитетсенче сарма тăрăшмалла, пĕр-пĕрне ăнланса, ҫитменлĕхсене палăртса, кăтартусене ырă енне улăштарассишĕн ырми-канми ĕҫлемелле.

 



25 декабря 2020
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter